Сӳтсе явасси:Атăлçи тăрăхĕ
Тема хушВырăсларан куçарни
[кодне тӳрлет]Эпĕ чăваш, анчах та кунта мĕн çырнине ăнланаймарăм. Вырăслине вуланă хыççăн кăна тăнкарма пуçларăм.
Завольжье — Атăллешъен тесе çырни пур-и? «Атăл леш енĕ» термин пур. Анчах ытла вăрăм. Закавказье термина куçарнипе усă курса, тен, Атăлхыçĕ тесе куçармалла? Анчах ытла тĕрĕсех мар... Атăллешъен — ытла килĕшӳллĕ мар. PCode 18:31, 5 авăн 2007 (UTC)
- "Килĕшÿллĕ мар" тесе чăвашла ан калаç эппин. Вырăсла çеç калаç. Е — папуасла кала. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:53, 7 Чӳк уйӑхӗн 2025 (UTC)
пĕртуртамлă — ку мĕнле сăмах тата? Мĕне пĕлтерекен сăмах пулни ниепле те пуçа кĕмест. Тяготеющая (вырăслине пăхрăм)? Тяготеющая — туртăнакан. Анчах та куçарнă чухне автоматикăлла куçаракан программа евĕр куçарма кирлĕ мар.
Атăлçи — Поволжье сăмаха ман шутпа Атăлçи тăрăхĕ тесен уçăмлăрах пулать. Вырăслинчен тӳррĕн куçарма кирлĕ мар, чăвашла куçармалла. Куçарнă чухне, тархасшăн, «манăр» вырăс чĕлхине, чăвашла шухăшлама тăрăшăр. PCode 18:31, 5 авăн 2007 (UTC)
- Атăлçи тăрăхĕ теничи «тăрăхĕ» — паразит-сăмах. Мĕншĕн тесен Атăлçи тени те мăй таран çителĕклĕ. Çумне мĕн те пулин хушса хумасăрах! --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:53, 7 Чӳк уйӑхӗн 2025 (UTC)