Сӳтсе явасси:Библиотека
Курӑнакан калӑплав
Темле Хункăрисем, Икĕпатсем ним чухле те хăраатмаççĕ, Кĕенеке тени вара хăртса пăрахнă. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:49, 15 Утӑ уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Ун пек никам та калаçмасть. Библиотека пур чĕлхере те çапла çырăнать/янăрать. Вулавăш залĕ вара читальный зал вырăнне кĕме пултарать. Viktor (сӳтсе явни) 03:21, 16 Утӑ уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Паллă ĕнтĕ, Хункăри, Икĕпат тенисем йĕри-тавра янраса çеç тăраççĕ. ) Кĕнкесар тени уçлăхра пулнă. Сăмахран «Ирĕклĕ сăмах» сайтра Илле Иванов çапла каланă. Библиотекăна пайтахăшĕ вулавăш теççĕ. Читальный зал пек кĕртекенĕ (чăвашла Википедире) — эпĕ. Тутарсем библиотекăна Китапханә теççĕ. Паллах, никамах та апла каламасть, анчах сăмахĕ пур. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:11, 17 Утӑ уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Вулавăш залĕ темеççĕ. Вулаав залĕ темелле. Вулавăш сăмахра -ăш аффикс хăйех зал иккенне пĕлтерет. «Залĕ» тесе хушса хуни — паразитла сăмах çеç.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 23:23, 12 Юпа уйӑхӗн 2024 (UTC)
- Библиотека пур чĕлхере те çапла çеç пулать тени тĕрĕс мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:07, 18 Утӑ уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Библиотечный коллектор пур. Ăна калама пулать кĕнекесар коллекторĕ е урăхларах. Чĕлхере пĕрре çирĕпленнĕ терминсене улăштарма кирлĕ мар. Viktor (сӳтсе явни) 17:39, 18 Утӑ уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Ну, пулнă çирĕпленнĕ терминсем: Венгри, Египет... Анчах та тытнă та вĕсене пусахласах тем амакĕ туса хунă. Чăваш чĕлхинче кĕнке сăмах пур, -сар аффикс та пур, тата мĕн кирлĕ! Кĕнекесар тени библиотека теме юраманнине пĕлтермест. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:17, 3 Ҫурла уйӑхӗн 2023 (UTC)