Сӳтсе явасси:Биномла трансформаци
Курӑнакан калӑплав
Ку статьяра нимле «бином» та çук. Ят сиксе тухнин сăлтавĕ — формулăра евĕрлĕ япала пурри. Ăна вара «биномла коэффициент» теççĕ. Анчах та биномĕн хăйĕн (икпайташлăхăн) шăрши те çук. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:56, 5 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)
- Сирĕн вăтам шкула е университета математикăпа лекци вуламашкăн каймалла, практикăра ла/ле бэк-вокала тĕрĕслемелле. Суха теория, мой друг, а древо жизни вечно зеленеет. Viktor (сӳтсе явни) 09:28, 5 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)
- Математикăна пире вăтам шкултах лайăх вĕрентнĕ. Лайăх вĕрентевçĕсем. Çавăнпа та математикăри сăмах хакне питĕ лайăх пĕлетĕп. Математика вăл — 146% теори. Унта нимĕнле «практика» та çук. Вăл шутра килтерĕш математикăра та. Çав вăхăтрах турамасăр пĕçернĕ çĕрулмие никам та чăмăрлă улма темест. Чăмăрла улма. Çавăн пек çеç. Чăмăр улми те мар. Кулленхи пурнăçра, тĕрĕс мар пулсан та, пойчот теме пулать. Анчах математикăра пойчот мар. Каймасть. Уйрăмах хăшпĕр тĕслĕхсенче. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:00, 5 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)
- Илемлĕрех-тĕрĕсрех биномла трансформацилени куçарăнать мар-и? Viktor (сӳтсе явни) 09:36, 5 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)
- Хуть апла, хуть капла, вĕсем пĕр япаланах пĕлтереççĕ. Пĕри вăрăмрах, тепри кĕскерех, çавă кăна. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:00, 5 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)
- Чăмăрла улма, тĕрĕссипе, чăмăрла пĕçернĕ улма (кĕскетнĕ). Ялта çапла калаçаççĕ. Кунта логика йĕркипе чăваш чĕлхин структурине майлаштармалла. Архаика юлтăр, унсăрăн çăлкуçсăр пекех, анчах та ла/ле вĕçлесе паллă ячĕ ан тăвăр — пĕтĕмпех чĕлхе структурине пăсса яратăр. Ни чăваш, ни тутар, ни мишар чĕлхи пулса тăрать вара манăн тăван чĕлхе. Паллах, вĕсен пуянлăхне те (вырăс чĕлхинчен пекех) илмелле. Шкул ачисене ăнлантарса парăр — çавна сĕнтĕм Сире — ăнланĕç-ши вĕсем е çывăрса кайĕç урокра. Математикăри/физикăри терминсене майлаштарасси авторсенчен килет, епле килĕшет-вырнаçать — çапла калăплаççĕ. Viktor (сӳтсе явни) 12:35, 5 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)