Сӳтсе явасси:Боголюбов Александр Николаевич

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Хăватлă çын. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:24, 3 Нарăс уйăхĕн 2016 (UTC)

Генералăн несĕлĕсем çинчен[кодне тӳрлет]

Амăшĕ Шупашкарта пурăннă вырăс. Ашшĕ — Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел ялĕн хресченĕ пулнă. Ăçтан паллă-ха ку? Кун пирки пĕрре çеç мар пичетре çырнă. Сăмахран, отставкăри полковник Прохор Трофимов, журналист, çыравçă. https://ru.wikipedia.org/wiki/Трофимов,_Прохор_Трофимович Тата - Краснов Георгий Васильевич çыравçă. Георгий Краснов генералăн амăшне пĕлнĕ, ват хĕрарăмпа пĕрре çеç мар курса калаçнă. Шупашкарта "Анне" монументне тума пуçласан Краснов çав сăнарта генерал амăшне курнине пĕлтернĕ. Кун пирки "Хыпарта" çырнă. Эппин çăв фактсене çирĕплетес тесен "Хыпарăн" хайхи номерне тупас пулать. "Сумлă çăлкуç" тени çавă пулма пултарать ĕнтĕ. Камăн май пур, шыраса пăхăр, тархасшăн. Тен, ятарласа шырама та пит кирлех мар пуль. Мĕншĕн тесен кирлĕ информаци ал айĕнчех выртма пултарать.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:25, 3 Нарăс уйăхĕн 2016 (UTC)

(Википедин вырăсла пайĕнчен)

Çакнашкал ыйтусемпе Тетелте пĕлтерÿсем пайтах кăларса курнă та, тем, кăсăкланакансем курăнсах каймаççĕ. Ахăртнех хальхинче те хамăнах вĕçне-хĕрне çитме тивет пуль. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:31, 1 Ака уйăхĕн 2016 (UTC)

Пĕр çалкуç тупăнчĕ. Информацие статьяна кĕртрĕмĕр. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:37, 7 Çĕртме уйăхĕн 2016 (UTC)