Контент патне куҫ

Сӳтсе явасси:Вырăс карапĕ

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Мĕн вăл «выляв фильмĕ»? Çырса хуриччен шутласа пăхнă-и малтан? Ковчег — карап? Апла тăк мĕншĕн оригиналта «Русский корабль» мар? Ellodanis5 (сӳтсе явни) 21:55, 3 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

1) Ятне куçарăр, верси пулсан (ăна эпĕ куçарман). 2) Вырăс версинче — игровой, тенĕ. Viktor (сӳтсе явни) 21:59, 3 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Илемлӗ фильм темелле те ӗҫӗ пӗтнӗ. «Ковчег — религ. у христиан: ларец в церквах для хранения Святых Даров». Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 06:10, 4 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Тепӗр май каласан, ковчег вӑл ишмелли хатӗр мар, пӗр-пӗр сӑваплӑ япала упрамалли объект. Нойӑн вӑл карап пек пулнӑран кӑна пирӗн пуҫра вӑл карап евӗр. Мӗнпур территори пайланӑвне «тӑрӑх» тесе палӑртни, мӗнпур карап пек япалана «карап» тени — тӗрӗс ҫул мар. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 06:13, 4 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Урăх нимле те калама май çук пулсан, карап темех тивет. Илемлĕ вырăнне илемлĕхлĕ тени аванрах та, тĕрĕсрех те (нюанссене те кăтартать). Вылявла фильм темелле (е, ытах, кама та пулсан, шутсăр йĕрĕнтерет пулсан, кунта вылявлă теме те пулать). Анчах та выляв фильмĕ тени терĕсех мар пуль. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 06:29, 4 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Майлашăнать майĕпен. Viktor (сӳтсе явни) 09:22, 4 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
«Ковчег» тесе хӑварсан мӗн улшӑнӗ? Хӗвел кутӑн туха пуҫламасть-ҫке! Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 14:51, 4 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
«Ковчег» теме пулать. Лешĕ варваризмлăхран ирĕклĕ мар пулин те. Ваваризмсенчен 100% чухлĕн тарса пĕтейместĕн пурпĕрех. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 02:23, 5 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]