Сӳтсе явасси:Газа Сектор
Курӑнакан калӑплав
Чӑвашла ят
[кодне тӳрлет]Тӗрӗссипе «Газа секторӗ» пулмалла мар-и? Камӑнлӑх аффиксӗ кунта кирлӗх. Сектор — территори пайланӑвне кӑтартать, пайӑр ят мар. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 15:53, 15 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Пушкӑртла та, азербайджанла та, турккӑла та ятӗнче камӑнлӑх аффиксӗпе усӑ курнӑ. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 15:55, 15 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Сектор мĕншĕн пысăк саспаллипе çырнă? Ĕ пирки иккĕленӳллĕ шухăш. Палестинăн секторĕ пулсан ĕ çырас пулать, политикăри уйрăм пĕлтерешлĕ вырăн пулсан, ĕ кирлĕ мар. Viktor (сӳтсе явни) 21:45, 15 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- «Сектор» кунта пайлану ячӗ, «тӑрӑх», «район», «облаҫ», «ен», «ел» пек. Акӑлчанла камӑнлӑх аффиксӗ ҫук тесе чӑвашла камӑнлӑх аффиксӗсӗр ҫырмалла мар ӗнтӗ. Чӑваш чӗлхи акӑлчан чӗлхи мар вӗт. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 07:05, 16 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)