Сӳтсе явасси:Газа Сектор (пĕлтерĕшсем)
Ӑнсӑртран пӗрпекленнисем
[кодне тӳрлет]Ку икӗ пӗлтерӗш вырӑсла кӑна ӑнсӑртран пӗрпекленсе ларнӑ. Чӑвашла пӗри «Газа секторӗ» (Газа хула ятӗнчен), тепӗри «Сектор газа» (пайӑр ят) ятлӑ. Иккӗмӗшне чӑвашлатас тесен те унӑн ячӗ «Газ секторӗ» («тӗтӗмпе тулнӑ вырӑн» ӑнлавран) пулӗ. Ҫавах ниепле те перпекленеймӗҫ. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 07:09, 16 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Акăлчанла Газа Стрип тенĕ (Стрип оф Газа мар). Хăрамалли кунта ним те çук. Газа Сектор. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:50, 16 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Чӑвашла мар! Ку пирӗн ни акӑлчанла, ни вырӑсла Вики мар-ҫке. Тӗрӗк викисем пурте камӑнлӑх аффиксӗпе усӑ курнӑ. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 09:54, 16 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Чăвашла. Вырăсла та авă «Сектор Газы» мар, «Сектор Газа». Кун пек сумлăрах. Авторитетлăрах. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:32, 16 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Авторитетли мар, питех те хӑвӑр пек тӑвасси малта пуль? Чӑвашла «Газа секторӗ» пулмалла-ҫке! Чӑваш чӗлхи саккунӗсем ҫапла ыйтаҫҫӗ. Пушкӑртсем, азербайджансем, турккӑсем хӑйсен чӗлхи саккунӗсене пӑхӑнса тӗрӗс ят параҫҫӗ, эпир ӗнтӗ уйрӑм тӑмалла-им? Чӑнах та Википедине май ҫитнӗ таран ӑнланмалла мар тӑвасшӑн пулас эсир… Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 01:32, 17 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Ку ак çак япалана аса илтерет. Акă Чул Çурт тени пур. Пĕри пырать те ак çапла каласа хурать: "Чул Çурт чăвашла мар, тавай Чул Çурчĕ теме пуçлатпăр!" --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 06:30, 17 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Мӗн енчен «Чул ҫурт» кунта кирлӗ-ха? «Газа» кунта паллӑ ячӗ мар-ҫке! Пӗрешкел мар япаласене мӗн тума пӑтраштармалла? Тен, тата, «Шупашкар район», «Ленин район», «Вӑрнар район» тесе ҫырма пуҫлар «Чул ҫурт» ҫине пӑхса? Чӑн та, чӑваш википедине май ҫитнӗ таран ӑнланмалла мар тума тӗллев лартнӑ пуль эс… Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 07:02, 17 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Арбат урамĕ тата Арбат урам. Пур-и кунта уйрăмлăх? Пур. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 09:14, 17 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Ну ӑнлантарса пар-ха вара мӗнре уйрӑмлӑхӗ? Пӗр фактсӑр-мӗнсӗр, нимӗнле ӑнлантарусӑр «пур» тетӗн те ӗҫӗ пӗтнӗ. Итлесе пӑхам сана… сан пек «ӑслӑ профессора»… Эпӗ, чӑвашла ӳснӗскер, пӗр купа кӗнеке вуланӑскер (санпа тавлаша-тавлаша чӑн та кирлӗ маррисен вуланӑ пек шухӑшла пуҫларӑм ӗнтӗ!!!), аякра тӑрам… итлем санӑн ӑслӑ шухӑшна… Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 09:47, 17 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Арбат урамĕ тата Арбат урам. Пур-и кунта уйрăмлăх? Пур. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 09:14, 17 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Мӗн енчен «Чул ҫурт» кунта кирлӗ-ха? «Газа» кунта паллӑ ячӗ мар-ҫке! Пӗрешкел мар япаласене мӗн тума пӑтраштармалла? Тен, тата, «Шупашкар район», «Ленин район», «Вӑрнар район» тесе ҫырма пуҫлар «Чул ҫурт» ҫине пӑхса? Чӑн та, чӑваш википедине май ҫитнӗ таран ӑнланмалла мар тума тӗллев лартнӑ пуль эс… Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 07:02, 17 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Ку ак çак япалана аса илтерет. Акă Чул Çурт тени пур. Пĕри пырать те ак çапла каласа хурать: "Чул Çурт чăвашла мар, тавай Чул Çурчĕ теме пуçлатпăр!" --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 06:30, 17 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Авторитетли мар, питех те хӑвӑр пек тӑвасси малта пуль? Чӑвашла «Газа секторӗ» пулмалла-ҫке! Чӑваш чӗлхи саккунӗсем ҫапла ыйтаҫҫӗ. Пушкӑртсем, азербайджансем, турккӑсем хӑйсен чӗлхи саккунӗсене пӑхӑнса тӗрӗс ят параҫҫӗ, эпир ӗнтӗ уйрӑм тӑмалла-им? Чӑнах та Википедине май ҫитнӗ таран ӑнланмалла мар тӑвасшӑн пулас эсир… Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 01:32, 17 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Ну, çыр эппин çыру Мускв мэрĕ Собянин патне, улица Арбат мар, улица Арбата пулмалла тесе вĕрент ăна.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:45, 17 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Мӗн тума кирлӗ кунта Мускав? Сӑмах Арбат пирки мар-ҫке. Мӗн тума вырӑссем е акӑлчансем хыҫҫӑн каймалла? Ма чӑвашла шухӑшламалла мар? Вӑл «Арбат» ятлӑ, нимӗнле «Улица Арбат» та мар. Чӑвашла та «Арбат» ятлӑ пулӗ, «Арбат урам» мар. Кунта та вӗт-ха никам та «Газа» темест (апла каласан хула ячӗпе пӑтраштарма пулать). «Газа секторӗ» тет. Чӑвашла ҫавӑн пек каламалла. Арбат статьяра таҫта та «Арбат» пек кӑна палӑртнӑ. «Улица Арбат» тени ҫук. «Улица Арбат проходит от…» тенӗ чухне те кунта «Улица __ят__ проходит от…» конструкци («Улица Арбат» ят мар). Тата хӑй те тахҫан Арбатская ятлӑ пулнӑ пулас, ҫавна май чӑвашла тем тесен те вӑл «Арбат урамӗ» тесе куҫӗ. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 18:35, 18 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Чăвашла. Вырăсла та авă «Сектор Газы» мар, «Сектор Газа». Кун пек сумлăрах. Авторитетлăрах. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:32, 16 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Чӑвашла мар! Ку пирӗн ни акӑлчанла, ни вырӑсла Вики мар-ҫке. Тӗрӗк викисем пурте камӑнлӑх аффиксӗпе усӑ курнӑ. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 09:54, 16 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Кирлĕ мар кунта туртăм категорийĕнче лартни. Кирлĕ мар — и-фçо! Ним шутласа камасăрах паллă ку! Ансамбль «Сеçпĕл». Чăвашла «Çеçпĕл» ансамбль. Е «Çеçпĕл» ушкăн. «Пилеш» ушкăн, «Современник» театр тата ытти те. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:18, 19 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- _«Газа» сектор_ мар-ҫке! «И-фҫо» тенипе мӗн лайӑххи? Кӑтартрӑм-ҫке: ытти тӗрӗк википедийӗнче камӑнлӑх категорипе усӑ курнӑ. Ма тесен унпа усӑ курасси тӳрех курӑнать. Темле ҫыхӑнман тӗслӗхсемпе тӳрре тухма тӑрӑшатӑн… Текст ӑнланмалла пулмалла-ҫке. Чӑваш википедийӗнче вара ҫак енчен пит япӑх. Эпӗ лайӑхлатас енне туртасшӑн — эс хирӗҫ тӑратӑн. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 12:58, 19 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Мĕнех «Газа» Сектор теме те пулать. Анчах у пек мар. апла йышăнман. Газа тенин чи малтанхи сĕмĕ — юхъаншыв. Унтан — хула. Хуларан — пĕтĕм территори. Енчен те «Пилеш» ушкăн е «Янташ» ушкăн тенине акăлчанла куçарас пулсан, хăлăпкасене çырмаççĕ. Хăйсен унашкал ячĕсене ун пек çырмаççĕ. The Beatles — хăлăпкасемсĕр. Группа Битлз. Битлз Группа. Унашкал ятсене вырăсла Википедин пуçелĕкĕсенче те хăлăпкасемсĕрех çыраççĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:09, 19 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- «Газа Сектор» чăвашла мар, чăвашла ячĕ «Газа Секторĕ». Кунта никам та чăвашла калаçмасть-ши? Минулла (сӳтсе явни) 13:06, 20 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Газа Сектор тени чăвашла мар пулсан, хăш чĕлхепе вара? Папуасла-и? Е ирокзла? Кулленхи пурнăçра эсир «Газа Секторĕ» теме пултарасса çапса пăрахсан та ĕненместĕп. Сектор Газа тетĕр — 100%. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:17, 20 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
Официаллă ят
[кодне тӳрлет]Официаллă ят Израиль патшалăх. Израиль патшалăхĕ мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 09:18, 17 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
Ял ячĕсем
[кодне тӳрлет]Анаткас Марка, Анаткас Тушкил, Кивçурт Енĕш.... Мĕншĕн Анаткас МаркИ, Анаткас Тушкилĕ, Кивçурт ЕнĕшĔ мар? Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:39, 19 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Тӑванӑм, малтан ял ячӗсем мӗнле пулса кайнине тӗпче, кайран тӗслӗх пек илсе кӑтарт. «Марка», тӗслӗхрен, ял тӗмми ячӗ. Унта Анаткас Марка-сӑр пуҫне Ҫатра Марка пур, тата ыттисем. Маркасем вӑл тӑрӑха никӗсленӗ, тӗрлӗ кассене (тӗп ялтан уйрӑлса тухнӑ ялсене) уйӑрма хушма ятпа каланӑ. Тӗслӗхрен, пирӗн Лапсар ял тӑрӑхӗнчи ял тӗмми «Шӑхча» ятпа пулнӑ: Ҫатра Шӑхча, Лапсар Шӑхча, Вӑрманкас Шӑхча тата ытти те. Тепӗр май каласан, «Ҫатра Марка» тенӗ чухне «Марка ял тӗммин Ҫатра ялӗ» тенине пӗлтерет. «Анаткас Тушкил» тенӗ чухне те «Тушкил» ялсене уйӑрма, пӗрине «Анаткас Тушкил», тепӗрне калӑпӑр, «Турикас Тушкил» тенӗ. Кунта камӑнлӑх категорийӗ ҫук. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 17:23, 19 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- «Пулса каясси» тĕлĕшпе Кивьял Нурăс (Кивьял Нурăсĕ мар!!!) тата Газа Сектор хушшинче нимле уйрăмлăх та çук. Туртăм категорине ăçта килчĕ унта чикмелле мар. Статьясенче секцисем пур: пурнăçĕ, тавралăхĕ, кунçулĕ, килйышĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, .... Мĕне кирлĕ ку? Камăн е мĕнĕн кунçулĕ пулни унта каламасăрах паллă. Паразитла аффикссем. Сăмах май каласан, Кивьял Нурăсĕ теме те пулать. Ним хăраушши те çук (Эх, мăнтарăн Кивьял Нурăсĕ!). Анчах асăннă çеç чухне ним тума та кирлĕ мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 00:29, 20 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- «Кивьял Нурӑсӗ» ниепле те теме май ҫук. Темле тӑрӑшсан та. Тархасшӑн, ухмахла япаласем ан ҫыр-ха. Мӗншӗн апла ҫырма май ҫуккине тӗпче. Чи нумаййи те «Кивьяллӑ Нурӑс» теме пулать, мӗншӗн тесен тӗп сӑмахӗ кунта «Нурӑс». Халӑххи унтан куҫса ҫӗнӗ ял никӗсленӗ. Кивьялтан мар. Ку тӗслӗхсемпе усӑ курасшӑн пулсан эсӗ темшӗн «Секторне» мала хуратӑн, «Газа» хулине мар. :(. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 05:58, 20 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Нăрваш Шăхалĕ тетпĕр пулсан, Кивяьл Нурăсĕ теме те пулать. Тутар Сăкăт — Тутар Сăкăчĕ. Вырăс Чукал — Вырăс Чукалĕ. Чăваш Сурăм — Чăваш Сурăмĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 07:07, 20 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Тепӗр хут калатӑп: мӗншӗн ун пек калама май ҫуккине тӗпче. Чӗлхене аркатас килсен — паллах пулать. Пӗрре пӗр студент «Мӗнле сана ятлӑ?» тесе каланине илтнӗччӗ. Чӑваш чӗлхи парине хатӗрленетчӗ пулас. Паллах, ҫав студент пек те ҫырма пулать. Сирӗн пеккисене чараймастӑн вӗт… Мӗн ара: йӑлт чӑваш сӑмахӗсем-ҫке! Урӑх тавлашмастӑп. Хӑш-пӗрисене тавлашса ҫӗнтерейместӗн тет... Сӑмахӗ те малтан ку икӗ ят ӑнсӑртран пӗрпекленни пиркиччӗ. Ҫавӑн пирки кӑна асӑрхаттарнӑччӗ. Ҫук, сирӗншӗн тӗрӗссине палӑртасси мар малта тӑрать, хӑвӑр шутласа хунине мӗнле те пулин тӗрӗс тесе ҫирӗплетесси, ҫав шухӑшран пӗр шит та чакас марри. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 07:42, 20 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Нăрваш Шăхалĕ тетпĕр пулсан, Кивяьл Нурăсĕ теме те пулать. Тутар Сăкăт — Тутар Сăкăчĕ. Вырăс Чукал — Вырăс Чукалĕ. Чăваш Сурăм — Чăваш Сурăмĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 07:07, 20 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- «Кивьял Нурӑсӗ» ниепле те теме май ҫук. Темле тӑрӑшсан та. Тархасшӑн, ухмахла япаласем ан ҫыр-ха. Мӗншӗн апла ҫырма май ҫуккине тӗпче. Чи нумаййи те «Кивьяллӑ Нурӑс» теме пулать, мӗншӗн тесен тӗп сӑмахӗ кунта «Нурӑс». Халӑххи унтан куҫса ҫӗнӗ ял никӗсленӗ. Кивьялтан мар. Ку тӗслӗхсемпе усӑ курасшӑн пулсан эсӗ темшӗн «Секторне» мала хуратӑн, «Газа» хулине мар. :(. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 05:58, 20 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- «Пулса каясси» тĕлĕшпе Кивьял Нурăс (Кивьял Нурăсĕ мар!!!) тата Газа Сектор хушшинче нимле уйрăмлăх та çук. Туртăм категорине ăçта килчĕ унта чикмелле мар. Статьясенче секцисем пур: пурнăçĕ, тавралăхĕ, кунçулĕ, килйышĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, .... Мĕне кирлĕ ку? Камăн е мĕнĕн кунçулĕ пулни унта каламасăрах паллă. Паразитла аффикссем. Сăмах май каласан, Кивьял Нурăсĕ теме те пулать. Ним хăраушши те çук (Эх, мăнтарăн Кивьял Нурăсĕ!). Анчах асăннă çеç чухне ним тума та кирлĕ мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 00:29, 20 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
Бухарест хулин секторĕсем
[кодне тӳрлет]Бухарест хули 5 (пилĕк) сектортан тăрать: Сектор 1, Сектор 1, Сектор 3, Сектор 4, Сектор 5. Чăвашла вара вĕсене мĕнле асăнмалла? Салтакра калаççĕ: форма одежды номер один, форма одежды номер два тата ытти те. Вĕсене тата чăн чăвашла епле каласшăн? Кунта «тасалăхшăн» тăрăшнă пек кăтартни вырăнлах мар. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:39, 20 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
Газа Сектор тени — Газа хулин секторĕ мар, вăл хайхи хуларан темиçе хут пысăкрах
[кодне тӳрлет]Газа Сектор тени — Газа хулин секторĕ мар, вăл хайхи хуларан темиçе хут пысăкрах. Газа хулин пĕр пайне Газа секторĕ теме пулатчĕ. Кунта вара ун пек япала пирки мар сăмах пырать. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:45, 20 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)