Сӳтсе явасси:Гильгамеш кăссайĕ
Ят
[кодне тӳрлет]Ку ятпа усӑ курнине тупаймарӑм. Чӑвашла ҫак вариант пур: «Сӑмахран, Гильгамеша, Шумер патшине, илер. Унӑн пурнӑҫӗ ҫинчен калакан тӗлӗнмелле халапсем нумай упранса юлнӑ. «Гильгамеш ҫинчен калакан эпосри» халапсенчен пӗринче вӑл вилӗмрен мӗнле хӑтӑлмаллине пӗлес тесе хӑрушӑ ҫулҫӳреве тухса кайни ҫинчен каласа панӑ. Анчах та вӑл ҫавӑн пирки нимӗн те пӗлеймен.» Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 08:40, 9 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
Кӑссай
[кодне тӳрлет]Ку сӑмах Ашмарин словарӗнче те тӗл пулмасть. Кирлех-ши унашкаллипе усӑ курма? Эпос — сӑвӑллӑ-юрӑллӑ халап. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 08:41, 9 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Ҫапла май, чӑн чӑвашла калас тесен (ӑнланмалла мар сӑмахсемпе усӑ курмасӑр): «Гильгамеш ҫинчен хывнӑ юрӑ» (кунашкал конструкци час-часах тӗл пулать) пулмалла. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 08:42, 9 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
Оригинал
[кодне тӳрлет]«Кăссай» тени оригиналта та çук. Такам тахăш тĕлте (урăх чĕлхепе) кăссай тенĕ те, халĕ мĕн нушаран пирĕн ун хыççăн каймалла? Эпир авă хамăрăн Улăпа та эпос тетпĕр пулсан, кунта мĕн хăраса тăмалла? Гильгамеш (эпос). Е авалхи эпос. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:57, 9 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Литературӑри хайлавсен ячӗсене тем тесен те ҫыравҫӑсене памалла ӗнтӗ. Вӗсем илемлӗрех куҫараҫҫӗ. Вӗсен ячӗсене тӳрремӗн куҫарни тӗрӗс ҫул мар. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 09:11, 9 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)