Сӳтсе явасси:Даниель интегралĕ

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ку япала мĕн иккенне чухламасăрах мĕншĕн çырмалла? Чухламасăрăх çырма пулать теекен — йăнăшать. Унашкал май çук. Мĕн вăл интеграл (асăннă тĕслĕхре)? Мĕн вăл Даниель интегралĕ? Паллăлăхлă интеграл е паллăлăхсăр интеграл? Мĕнпе пуçса çиеççĕ ăна? Паллах, пĕтĕмпех ăнкарса илме çăмăл мар. Эппин, ăнкарса илнĕ таран çырмалла. Малаллине — татах та ытларах ăнкарнисем çырччăр. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 07:08, 12 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Эсӗ терминсем ӑсталама пӗлместӗн пулин те ҫак ӗҫе сӗкӗнетӗн-ҫке, хӑвна пуринчен та ӑста ҫын пек кӑтартатӑн. Эпӗ кӑшт хушрӑм кӑна, эсӗ тӳрех «чухламасăрах мĕншĕн çырмалла?» тесе ятлаҫан :). Ан пӑшӑрхан, сан интегралусене ытлашши тӗкӗнмӗп, «Атӑл.Тӑлмачпа» кӑна куҫарса пӑхрӑм. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 07:48, 12 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Эпĕ ку статьяри малтанхи икĕ пуплерĕше, çырса хунисене, ăнланатăп. Ыттисем тĕлĕшпе халлĕхе нибумбум. Çавăнпа та чуххăмла çырса каймастăп. Эс илсе кăтартнă çав икĕ пуплĕрĕше ăнланатăн-и-ха? Мĕн вăл Риман интегралĕ? Мĕн вăл Лебег интегралĕ? Вĕсем алтернативăлла пулни мĕне пĕлтерет? Контента ăнкармалла. Контента ăнкармасан ним те çыраймастăн. Анчах пăх. шăк, тислĕк, навус çинчен çырнă чухне те контента пĕлмелле. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:03, 12 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Чӑн та ҫапла, вӑл е ку япалапа аппаланатӑн пулсан — унпа ӗҫлеме пӗлмелле, чуххӑммӑн, «каять» тесе ӗҫлемелле мар. Пӗлмесен — вӗренмелле. Ҫакӑ тислӗкпе интегралсене кӑна мар, терминсем ӑсталассине те пырса тивет. Ав, мӗнле сиксе ӳкрӗн. Анчах чӑвашла терминсемпе эсӗ ҫавӑн пек, ӑнланмасӑр ӗҫленине, пӗрре те йышӑнасшӑн мар. Юрӗ, ҫавах ӑнланмӑн. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 08:38, 12 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Чăн малтанах кунта эс ăнланманни курăнать-ха. Ăçта мĕнле термин лартмаллине е ăçта еплерех çавăрттарса хумаллине эп çав тери лайăх пĕлетĕп. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:27, 12 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Ҫапла пуль. Чӑн та ҫаплах ӗнтӗ. М.И. Скворцов пеккисем сан умӑнта упаленсе кӑна ҫӳремелле ӗнтӗ, пуҫ ҫапмалла пулнӑ. Мӗн тери ӑста термин ӑсталакан ҫын пуррине пӗлмеҫҫӗ те вӗт… Юрӗ, кутӑн ҫынпа тавлашнин усси ҫук. Интегралсем пирки вӗренмесӗр, чухламасӑр ҫырма юрамасть, чӑвашла терминсене вара, йӗркеллӗ вӗренмесӗрех ӑсталама юрать! Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 11:45, 12 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]