Сӳтсе явасси:Европăри юханшыв ракĕсем
Курӑнакан калӑплав
Европăри темелле мар. Малтан текста вуласа тухас пулать. Вара мĕншĕн Европа тенине пĕлме пулать. Ямахат пирки сăмах пырать, çавăнпа нумайлă хисеп ним тума та кирлĕ мар. Нумайлă хисеп аффиксĕ викификацилеме те кансĕрлет. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:32, 3 Нарӑс уйӑхӗн 2024 (UTC)
- Европăри кунта палăрту ячĕ. Viktor (сӳтсе явни) 16:59, 3 Нарӑс уйӑхӗн 2024 (UTC)
- Европăри тени ăçта пурăннине тата ăçта пурăннине çеç палăртать. Чĕннипе вара, ку раксем, мĕн пулса кайнăранпах, чылай (темиçе хут) анлăрах территорире пурăнаççĕ. Вăл шутра Çурçĕр Америкăра. Унта вĕсене çынсем пырса янипе мар, унччентенпех. «Европа» кунта — ытти ямахатсенчен (йышсенчен) уйарса илме май пултăр тесе лартнă сăмах çеç. --Ellodanis5 (сӳтсе явни)
Европа тени кунта — малсăлтавлă палăртав
[кодне тӳрлет]Чăннипе ку ямахата (йыша) Çурçĕр Америкăра тата Евразире пурнакан раксем кĕреççĕ.. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:37, 3 Нарӑс уйӑхӗн 2024 (UTC))
- Вырăсла анчах Европа çырнă. Viktor (сӳтсе явни) 18:45, 4 Нарӑс уйӑхӗн 2024 (UTC)
Чĕрчунсем, алфавитпа
[кодне тӳрлет]Кунашкал категори кунта пулмалла мар. Мĕншĕн тесен ку — ямахат (йыш), Уйрăм тĕс мар. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:43, 5 Нарӑс уйӑхӗн 2024 (UTC)