Сӳтсе явасси:Елизово районĕ
Курӑнакан калӑплав
Пурӑнан вырӑнсен ячӗсем
[кодне тӳрлет]Халӑх пурӑнакан вырӑнсемпе поселенисен ячӗсене куҫармалла-и вара? Ман шутпа, пӗчӗк халӑх пурӑнакан вырӑнсене ҫакӑн пек куҫарни пӑтраштарса ҫеҫ ярӗ. Max Tenche (сӳтсе явни) 20:21, 1 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Орфографипе килӗшӳллӗн. Унсӑр пуҫне «Ҫӗнӗ», «Тури», «Анатри», «Кивӗ» (ячӗ ҫирӗпленмен пулсан /Нью-Йорк пек/) пайсене куҫармаллах ӗнтӗ тесе шутлатӑп. «Новоселовка» ятлине ун пекех хӑвармалла, «Новое село» пулсан — «Ҫӗнӗ сала» тесе палӑртмалла пуль. Правило палӑртмалла. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 20:41, 1 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)
- @PCode «Ҫӗнӗ», «Тури», «Анатри», «Кивӗ» ку юрӗ паллах, хӑҫан ку ят пайӗ. Кунта вӗт Новый ку пӗр сӑмах ятра, нимӗнпе те ҫыхӑнтарнӑ. Ҫавӑн пек, тата Коряки, Начики, Раздольный, Вулканный, Пионерский ку поселенисен ячӗсем, мӗншӗн вӗсене куҫармалла-и? Сӑмахран, Мускав облаҫӗнчи хуласем тата хула тӑрӑхӗсем нимӗн те куҫарнӑ, Долгопрудный ку Долгопруднӑй мар, Железнодорожный ку Железнодорожнӑй е Чукунҫул мар, Жуковский ку Жуковскӑй мар тата ыттисем...
- Кусем вӗсен ячӗсем. Вӗсен ятарлӑ Чӑваш ячӗсем ҫук, ҫавӑнпа та вырӑсларан ятне илетпӗр. Эпӗ тӗрӗс мар-ши? Сирӗн логикипе Грозный — Грознӑй пекех е Хаяр пекех ҫырмалла получается. Ку чӑвашлатни излишне шутлап. Хисеплесе, Max Tenche (сӳтсе явни) 21:25, 1 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)