Сӳтсе явасси:Кĕçĕн полковник
Курӑнакан калӑплав
Ăнланмалла мар. Вырăсла «младший полковник» темеççĕ. Эппин чăвашла та «кĕçĕн полковник» пулма пултараймасть. Кăна пĕлнĕ пулсан, ку статьяна пуçлас та çукчĕ, тертленес те çукчĕ. Мĕншĕн шăпах çак «айполковник» тенишĕн юри, ятарласа пуçларăм. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:26, 8 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)
- Çак ыйтăва ниме тăман япала теейместĕн. Сержантсем, прапорщиксем, лейтенантсем тĕлĕшпе аслă тата кĕçĕн тенисем пур. Анчах та полковник тата подполковник тĕлĕшпе, авă, çук. Ахальтен мар ку. Хуть те мĕнле пулсан та çак уйрăмлăха сыхласа хăвармалла. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:42, 8 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)
«Кĕçĕн» тени нихăш чĕлхере те çук
[кодне тӳрлет]Обер(ст)-лейтенант — Германире, Данире.... Лейтенант-Колонель — англосаксла тĕнчере.... Тененте-Колонель — Испанире, Португалире, Италире... (Тененте — лейтенант тенине пĕлтерет). --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:02, 8 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)
Айболит юмаха ачасем валли çырнă,ăна пурĕ те пĕлеççĕ. Çар çыннисем умĕнче намăса кĕрес мар кунашкал нушталанса. Viktor (сӳтсе явни) 17:06, 8 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)
- Айболит тенине Корней Чуковский шутласа кăларнă. "Ай, болит!" — тенинчен. Тахçан ĕлĕк ку ăнлавăн чăвашла эквивалентне те тунă «Пионер сасси» хаçатра. Манса çеç кайнă. Вăл хаçатра ытти çавнашкал персонажсен те чăвашла эквиваленчĕсем пулнă. Ку ĕнтĕ тахçан, 1930-мĕш çулсенче е кăшт каярахпа та, »хуйхă», «хуйхăрать», «хуйхăрап» йышши сăмахсене кăларса пăрахма хăтланнине аса илтерет. Кулăшла. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:42, 19 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)