Контент патне куҫ

Сӳтсе явасси:Кĕркури календарĕ

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Григориан. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:05, 22 Утă уйăхĕн 2020 (UTC)


--Andreevart (сӳтсе явни) 22 Утă уйăхĕн 2020 (UTC)

Кĕркури календарĕ тенине эпӗ шутласа кӑларман, вӑл ӗҫлемен хатӗр линк пулнӑ, анчах та Кĕркури календарĕ, Юлий календарӗ тени тӗрӗсрех, мӗншӗн тесен сӑмах вӗҫенчи -ан Юлийӗн, Кĕркурин тенине пӗлтерет. Вырӑс чӗлхинче ӑна уямасӑр иккӗллӗ сӑмах вӗҫӗ туса янӑ, - Григори-ан-ский, Юли-ан-ский тесе. Чӑвашла Юлий календарӗн ячӗпе килӗшместӗп пулсан та, ятне юсас темерӗм. Юсав вӑрҫине пуҫлас килмест. Пур япала пултӑрах. Ҫав териех педантлӑ пулас килмерӗ. Унсӑр пуҫне пирӗн уйрӑмӑн ахаль те ӗҫ нумай. Ҫыракансем те сахал, те кахалланатпӑр пуль-и...

  • Эп тавлашас тесе мар. Капла çеç. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 20:07, 22 Утă уйăхĕн 2020 (UTC)
  • Ку вăл, Григориан календарĕ тени, мем. Тĕрĕс-и, тĕрĕс мар-и тени усăсăр. Мĕнлине хăнăхан — çавă тĕрĕс. Асăннă чухне никам та ăçтан тухни пирки шутламасть.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 20:11, 22 Утă уйăхĕн 2020 (UTC)

Ӑнланнӑшӑн тавтапӳҫ. Эпӗ Сирӗнпе пӗр енчен килӗшсен те, тепӗр енчен ятне улӑштарасшӑн мар. --Andreevart (сӳтсе явни) 22 Утă уйăхĕн 2020 (UTC)

  • Паллă ĕнтĕ, тĕлли-паллисĕр улăштарса пĕтернинчен ним усси те çук. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 20:36, 22 Утă уйăхĕн 2020 (UTC)
Ман шутпа кунта Григорий ята чӑвашлатни кирлӗ мар. Кӳршӗри Кӗркури шутласа кӑларнӑ календарь пек пулса тухӗ. Словарьсенче таҫта та е Григорий календарӗ е Григориан календарӗ. Унсӑр пуҫне ҫармӑссем те пушкӑртсем те ҫав таранах термина чӑвашлатман. Кӗркури ятпа пӑтраштару ан сиксе тухтӑр тесен Григорий е Григориан ҫине улӑштарма сӗнетӗп. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 08:53, 9 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]