Контент патне куҫ

Сӳтсе явасси:Краснооктябрьски

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Юнашар ял Хĕрлĕ Çăлтăр та, ку вара Красный Октябрь имĕш. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 06:55, 13 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Мӗн тӑвӑн… Ҫапла йышӑннӑ та. Юнашарах «Путь Ленина». Ӑна та «Ленин ҫулӗ» темен. 1935, 1958 ҫулсенче «Хӗрлӗ Октярь» теме хӑтланнӑ, анчах ҫирӗпленеймен пулас. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 07:53, 13 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Никам та йышăнман. Халлап. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 09:42, 13 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Вара мӗншӗн-ха хӑвӑн тӑрӑхунти «Козловка» вырӑнне «Куславкка» тесе ҫырасшӑн мар? Никам та ун пек каламасть тетӗн. Краснообтябрьскисен те ҫавнашкалах. Чӑваш энциклопедине те йӑлт чӑваша сиен тӑвас текенсем ҫырнӑ ӗнтӗ, темшӗн Хӗрлӗ Октябрь тенине суйламан, аха-и? Эллоданис кӑна чӑн чӑваш паттӑрӗ! Вӑл кӑна чӑвашсемшӗн пӑшӑрханаканни. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 10:14, 13 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Унсӑр пуҫне, никам та йышӑнман тесе хӑвна кирлӗ пек, хӑвӑн кӑмӑлна кайнӑ пек ҫырма кирлӗ мар ӗнтӗ. Атя эпӗ «Хӗрлӗ юпа» тесе ҫыратӑп, тепри — «Хӗрлӗоктябрьск» тейӗ (тен, вӑл ун пек ҫырас тейӗ), эсӗ — «Хӗрлӗ Октябрь» тесе ҫырӑн. Унашкал арпашу ан пултӑр тесен мӗн ҫине те пулин таянмалла. «Чӑваш энциклопедийӗ» — сумлӑ ҫӑлкуҫ. Унтине ни эпӗ, ни эсӗ шухӑшласа кӑларман. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 10:23, 13 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
«Манăн тăрăхри» Козловка хулине «Куславкка» тесе çырнă. Историе те çаплах кĕрсе юлать. Ульяноск хулине Симбирск темешĕн Указ çук. Анчах ăна «темшĕн» эпир тахçанах «Чĕмпĕр» теме тытăннă (Диаспорăра вара нихçан та пăрахман). --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:43, 13 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Пĕр йышăну

[кодне тӳрлет]

Унашкал йышăнусенчен эп пĕрне çеç пĕлетĕп. Государство вырăнне Патшалăх теесси пирки ятарласа Указ кăларни. Унашкал Указсем урăх пулман. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 09:47, 13 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Эппин такам темĕн йышăнни çине йăвантарма пăхни — ултав. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 09:48, 13 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Нимӗн ҫине таянмасӑр Хӗрлӗ Октябрь тесе ҫыртарма хӑтланни, паллах, ултав мар, ку вӑл — вандализм. Енчен те, калӑпӑр, Ҫӗмӗрле район хаҫатӗнче ҫак ятпа усӑ кураҫҫӗ пулсан — эп хирӗҫ мар. Анчах Эллоданис кӑмӑлне кура кӑна чӑвашлатса ҫӳремелле мар. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 10:17, 13 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Таянмалли япала унта ним те çук. Ни кун валли, ни лешĕн валли. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:43, 13 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Опечатка унта: «таянмасӑр» пулмалла. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 12:04, 13 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Краснообтябрьски хăварма май пур

[кодне тӳрлет]

Краснообтябрьски хăварма май пур Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:49, 13 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Кунта принципла япаласем çукрах. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:29, 13 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]