Сӳтсе явасси:Крымсарайккă ял тăрăхĕ
Курӑнакан калӑплав
КрымсарайККă. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 06:45, 19 Ака уйăхĕн 2017 (UTC)
- Çакăнта Крымсарайкă пирки çырнă: Элĕк районĕнче çĕр улми кăларассипе тимлеççĕ. Нимле мекерленсен те г тухмасть çак сăмахра. Viktor (сӳтсе явни) 07:53, 19 Ака уйăхĕн 2017 (UTC)
- Çавăн пирки сăмах пырать те ĕнтĕ. [Г] евĕрлĕ тухать пулсан — пĕр к çырмаллаччĕ. Анчах та ун пек тухмасть, çавăнпа икĕ к кирлĕ. Сăмахран: айКашать (глагол). Кунта \к\ янараса илтĕнет, çавăнпа пĕрре çеç. Райкка (çын ячĕ, пусăм юлашки сыпăк çинче).--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:56, 24 Кăрлач уйăхĕн 2018 (UTC)
- Райкка - иккĕ к, Райкă - пĕр к. Кымсарайкă (кунта ă çине пусăм çук - çав яла çитсе ыйтма пулдарадăр - унти халăх çепĕç калаçать) та пĕр к. Енчен те, Крымсарайкка - паллах, иккĕ çырмалла. Сăмахран, Крымсарайкăна каяс терĕм вырăнне Крымсарайкка каяс терĕм текелеççĕ ытларах. Viktor (сӳтсе явни) 19:29, 24 Кăрлач уйăхĕн 2018 (UTC)
- Райкка тата Райккă тенисем мĕнле çырас принципсене кура пĕр-пĕринчен нимпе те уйрăлса тăмаççĕ. Пĕр \к\ çеç хăварсси вырăс чĕлхи витĕмĕпе çеç. Вырăс чĕлхинчен цитата меслечĕпе илсе майлаштарнине кура. Анчах та \ă\ пулнине кура ку "таса цитата" мар. Райка — ку таса цитата.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 19:46, 24 Кăрлач уйăхĕн 2018 (UTC)
Крымсарайккă ял тăрăхĕ страницӑна сӳтсе явма пуҫла
Сӳтсе яву страницисенче халӑх Википеди контентне мӗнле лайӑхлатмалли пирки канашлаҫҫӗ, сӳтсе яваҫҫӗ. Эсир ку страницӑпа усӑ курса «Крымсарайккă ял тăрăхĕ» страницӑна лайӑхлатас тӗлӗшпе мӗнле улшӑнусем кӗртме май пуррине сӳтсе явма пултаратӑр.