Сӳтсе явасси:Майна районĕ
Курӑнакан калӑплав
Сĕт-çупа Майна
[кодне тӳрлет]- Сĕт-çу тупăçне тумалли (тупăçламалли) выльăх-чĕрлĕх = молочное животноводство.
- Шаблонра "Майн" тенĕ — ăна "Майна" темелли пуль? Viktor 19:44, 20 çу 2008 (UTC)
- тӳррĕн куçармаççĕ — ун пек куçарма компьютер талмачĕсем пур! «Сĕт-çу тупăçне тумалли выльăх-чĕрлĕх» — чăвашла сăмахсем пулнипе унта чăваш чĕлхи çук. Чăвашла апла каламаççĕ. Вырăссен хăйсен шухăшлавĕ, чăвашсен — хăйсен. Куçарнă чухне вырăсла предложенине вуламалла та çав шухăша чăвашла çырмалла. Кашни сăмахне чăвашла куçарса мар — пĕтĕм шухăшне куçармалла. «Сувар» хаçатне вулăр-ха, унта пĕрре те пулин «Сĕт-çу тупăçне тумалли выльăх-чĕрлĕх» тесе çырнă-и? Çырман — вуласа пăхăр. выльăх-чĕрлĕх комплексĕ, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ, выльăх-чĕрлĕх тухăçлăхĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, тытаççĕ. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 21:01, 20 çу 2008 (UTC)
- Хăш шаблонра "Майн" тенĕ? Тупаймарăм Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 21:04, 20 çу 2008 (UTC)
- Шаблонне Чăваш лартнăччĕ - таблицăлла аялти никĕс. Чăнлă районне кĕрсе пăхсан курăнать.
Сĕт-çу енчен çапла-ха, мĕншĕн тесен зоотехни енĕпе чĕлхе чăвашла аталанса пыман, çавăнпа шухăç шуçăмне хуçăть. Чĕлхене аталанма тĕрлĕ пуплевсем пулăшаççĕ. Тепĕр енчен, продукци вырăсла сăмах. Ăçта çитен - унта тăвайкки. Viktor 21:38, 20 çу 2008 (UTC)
- Мĕнле аталанман-ха? «Развито молочное животноводство» — «Выльăх-чĕрлĕх тытса сĕт-çу туса илеççĕ». Капла куçарсан чăвашла та лайăхах, кая мар илтенет. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 07:24, 21 çу 2008 (UTC)
- «шухăç шуçăмне хуçăть» — ку шухăша ăнланаймарăм. «хуçăть» вырăнне «хуçать» вуламалла пулĕ. «шухăç» — «шухăш»? «шухăш шуçăмĕ» — капла тусан та тиепле ăнланса илейместĕп. «заря мыслей»? Е «движение» сăмаха апла куçарса усă курса-и? Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 07:24, 21 çу 2008 (UTC)