Контент патне куҫ

Сӳтсе явасси:Мaшина

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Машина пулмалла! Машына та юрать тĕр (шина - покрышка). Ăна машин, машын темеççĕ!--Chuvash 2019 (сӳтсе явни) 11:55, 28 Ака уйăхĕн 2019 (UTC)

  • Вăт, вăт... Ку вандала "çĕнтернĕ" ятпа саламлама пулать.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:51, 21 Чӳк уйăхĕн 2019 (UTC)

Камран сыхлатăр?

[кодне тӳрлет]

Камаран сыхлатăр? Ята улăштараканни эп мар. Эп статьяна пуçлаканни çеç. Статья ятне улăштарма ăнăталакансем — вандалсем. Администраци вандалсене хутĕленĕ пек пулса тухать. Сÿтсеявури ман сăмахсене илсе пăрахни те çавнах çирĕплетет. Эппин вандалсене çĕнтерупе саламлама пулать — вĕсем хăйсен тĕллевне пурнаçларĕç. Çапларах пурăнатпăр...--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:47, 21 Чӳк уйăхĕн 2019 (UTC)

Петĕр Хусанкайăн сăвви

[кодне тӳрлет]

«Шаккать юлташӑн чӑвашла машинĕ...» Аçтахар порталĕнчен.

Вăл йывăçран машин туса хăтланнă,—

Пĕччен алçырăвне камах пĕлет?

Пичетлĕ сăмаха епле сăхланнă

Пĕр кĕнеке те кăларман поэт!

Кунта «машшинĕ», «машин» тесе çырни чăннипе машшын, машшынĕ пулни каламасăрах паллă. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:51, 18 Юпа уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Сӑвӑсенчи тӗслӗхсене чылай чухне шанма май ҫук. Мӗншӗн тесен хӑш-пӗр чухне вӗсене рифмӑшӑн усӑ курнӑ. Тата сӑвӑланӑ чухне сӑмах илемлӗхӗпе час-часах усӑ кураҫҫӗ. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 10:35, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Чӑваш чӗлхинче сингармонизм саккунӗ пирки пӗлмеллех ӗнтӗ. Уҫӑ сасӑсем хытӑ тата ҫемҫе пулаҫҫӗ. Вӗсем тата мӑшӑрлӑ: А—Е, Ӑ—Ӑ,У–Ӳ,И–Ы. Вӑт, шӑп та лӑп И–Ы мӑшӑр чӑваш чӗлхинче йӗркеленсех ҫитмен. Транскрипциленӗ чухне те [иы] тесе палӑртаҫҫӗ: лаши — [лажиы]. «Лажы» пулмалла та, анчах ку сасӑ пирӗн чӗлхере йӗркеленсех ҫитеймен. Вӑл ни «и» мар, ни «ы» мар… Чӑвашла орфографинче ҫавна май «лаши» ҫыратпӑр. «Машшын» мар, «Машшин» тесе ҫырасси те ҫавӑнпах ҫыхӑннӑ. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 19:33, 9 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Машшин çине улăштармалла-и халь? Хаçат-журналра машина çыраççĕ-хе халлĕхе. Viktor (сӳтсе явни) 19:47, 9 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Машшин ман шутпа тӗрӗс, эпӗ хам, ятне улӑштарнӑшӑн, ыттисем, хӑвӑр мӗн шухӑшлӑ. Artem Petrov CHV (сӳтсе явни) 20:48, 9 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)тсе[хуравла]
Тĕрĕс мар. Мĕншĕн тесен, чăваш çырулăхĕпе килĕшÿллен, юлашки сасса çемçетсе калама тивет (танлаштарăр: кин => [кинь]). Чăннипе вара çемçетмелле мар. Ан çемçелтер тесен, ы лартмалла (çын сăмахри пек) --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 03:22, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Калатӑп-иҫ: орфографипе «машшин» ҫырмалла. Мӗншӗнне те ӑнлантарса патӑм. Ҫук, ҫавах хӑвӑрӑннех перетӗр. Чӑн та, ӗмӗр хушши пустуй чӑваш чӗлхине тӗпченӗ ӗнтӗ, эсирех чи ӑсли, нимӗнле профессор таврашӗ те сирӗншӗн сумлӑ мар. «Чӑваш халах сайтӗнче» эпир «машина» патне таврӑнӑпӑр пуль: «машшин»-а та халӑх йышӑнасшӑн мар. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 10:21, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Чăваш çырулăхĕ ют сăмахсене цитата мелĕпе (ним улăштармасăр) çырма ирĕк парать. Вара — машина пулать. Анчах та эсир кунта сăмаха «чăвашлатма» пикеннĕ, варринче -шш= çырнă. Пуçланă пулсан — вĕçне çитермелле. Çурма çулта чарăнса лармалла мар. И вырăнне Ы лартмалла, унсăрăн н çемçелет. Анчах та ку сăмахра ăна чăвашсем çемçетсе каламаççĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:43, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
«Машшин» та «Машина» та тӗрӗс. «Машшын» орфографине хирӗҫлет. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 10:34, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Машина — ют чĕлхерен цитата мелĕпе йышăннă сăмах. Паллах, вăл каять. «Машшин» — цитата мар, «чăвашлатма» тытăннă. Тытăннă та — вĕçне çитереймен. Эппин, тытăннă пулсан, чăвашлатăва вĕçне çитермелле Чарăнса тăмалла мар. Гибридсене йышанма май çук. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:47, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Ку сăмах вĕçĕнче н' çук. Пулсан камăнлăх падежĕнче шутланать, нç' вара çемçеннлет. Çемçетмесĕр калама юрамасть. Çемçетекенни и сасă. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 03:28, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Çĕвĕ машшынĕ

[кодне тӳрлет]

Çĕвĕç машинки тени тĕрĕс мар. Мĕншĕн тесен чăваш чĕлхинчи çĕвĕç сăмах «портной» пĕлтерĕшлĕ (швец е швея мар!!!!). Чăвашла çĕвĕ машшынĕ теççĕ. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 06:06, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]