Сӳтсе явасси:Нуль-матрица

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ну мĕн сĕтĕрмелли пур çав «линейлĕ» тенине? Тивĕçлĕ мар вăл унашкал «хастарлăха»!!! Çук тĕнчере нимле «линей» те!! Нихăш чĕлхере те! Унта вара тĕпре «лини» тени тăрать. Уйрăммăн илсен — тÿрĕ йĕр (чĕмсĕрлĕх йĕркипе). Тÿрĕ йĕрĕн танлăхĕ математикăра, Декартла координатсенче, пĕрремĕш капашлă пĕрпайташлăхсенчен тăрать (лаптак çинче: Ax+By+C=0). Çавăнпа та, ăçта çавнашкал пĕрремĕш капашсем пур, яланах линилле тени СИКСЕ ТУХАТЬ. Питех те ансат. Мĕншĕн çак ансатлăха тата уçăмлăха темле линейсемпе хупласа хумалла? Ырринчен ыррине шырамаççĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 19:08, 2 Чӳк уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Вырăнлă мар аффикс çав месерле форма — чăваш чĕлхин поэтикине пĕтерет. Кассăн-кассăн чыхса кĕртмелле мар. Сайра тĕл пулакан япала вăл. Эсир ăна чоххăм яратăр. Диктор евĕр калаçса тĕрĕслĕр-хе хăвăр çырнине. Фонетикипе такăнуллă. Чăваш çăварĕнче ирĕлмелле мар çыратăр. Viktor (сӳтсе явни) 21:07, 2 Чӳк уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]