Сӳтсе явасси:Нью-Йорк
Çĕнĕ Йорк пирки
[кодне тӳрлет]Çĕнĕ Йорк тесе çырни тĕрĕс мар, мĕншĕн тесен хула ячĕсем улшăнмаççĕ. Пирĕн чĕлхее Нью-йорк хула ячĕ вырăс чĕлхнчен Нью-йорк сăмах пек килнĕ. Официаллă документсенче Çĕнĕ Йорк текен хула çук, Нью-Йорк е Нью Йорк анчах. Апла пулсан Çĕнĕ Йорк тени тĕрĕс мар. Çавăнпа статья ятне Çĕнĕ Йорк вырăнне Нью Йорк тесе çырмалла.
Новый Орлеан епле куçать? Viktor2014 (обсуждение) 23:26, 18 раштав уйăхĕн 2014 (UTC)
Пĕтĕм ята чăвашла тĕппипех куçарсан, вара Америкăри Пĕрлешӳллĕ Штатсене те Америкăри Пĕрлешӳллĕ Енсем (е çĕр шывсем темелле, Енсем тесе çырни ман шутпа лайăхрах, кĕске)тесе куçарни лайăхрах пулать? Ун пек куçарнине япăх темес. Хула ятне чăвашлах хăварасшăн пулсан, тен Çĕнĕ вырăнне Çĕн тени чылай лайăхрах? Мĕн пустай сăмаха вăрăмлатмалла? Компьютер эринче сăмахсем кĕскерех пулсан лайăхрах. Никамăн та ытлашши сас паллăсем çырса ларас килмеç смартфон е ытти электроника хатĕрĕсем çинче. Halhivăhăt 00:06, 21 раштав уйăхĕн 2014 (UTC)