Сӳтсе явасси:Органикăлла мар пĕрлешӳсен тривиаллĕ ячĕсем

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Соединение тенине кунта пĕрлешÿ теме тивет яланах. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:28, 22 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Соединение пĕрлештерӳ е пĕрлешĕнӳ пулать. Алхасма пăрахăр. Мана ĕç тупса парасшăн-и? Viktor (сӳтсе явни) 16:34, 22 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Химипе çыхăннă чухне (атомсем, молекÿлăсем пирки) ку ниме те пĕлтермест. Терминне маларах «пĕрлешÿ» тенĕ те, ăна халь тин каялла тавăрма кирлĕ мар. Апла-капла пăркалантармасăр тытса пыма тивет. Пĕрре апла. тепре капла калаймастăн. Мĕн вăл «химическое соединение»? Атомсем тата молекулăсем пĕрлешни. Хуть пĕрлешÿ те, хуть пĕрлешев те — ăшлăх енчен урăмлăх çук. Анчах маларах пĕрлешÿ тенĕ. Унран пăрăнма юрамасть. Пĕрлештерӳ е пĕрлешĕнӳ сăмахсем пуррине эп йышăнатăп. Анчах вĕсем ку тĕслĕхре кирлех мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:04, 22 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]