Контент патне куҫ

Сӳтсе явасси:Пĕрлĕх ĕçченĕ

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Кашни ĕçлекен сынна «ĕçчен» теейместĕн. Ĕçлекен çын ĕçчен пулмасса та пултарать. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 03:53, 19 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)

Ĕçчен = деятель, пĕрлĕх ĕçченĕ = общественный деятель, театр ĕçченĕ = театральный деятель. Пĕрлĕх ĕçлевçи = общественный работник (общественник), etc. Viktor (сӳтсе явни) 07:54, 19 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)
«театр ӗҫченӗ» тенӗ чухне йӗркеллӗ, тӳрех ӑнланмаллискер. Анчах «Пӗрлӗх ӗҫченӗ» тенӗ чухне юрӑхсӑр. «Пӗрлӗх» ытларах чухне «сообщество», «общество» валли хӑшӗ-пӗри «упча» сӑмахпа усӑ курма хӑтланать. Эпӗ, ҫавах та, ӑнланмалла пултӑр тесе «общество ӗҫченӗ» тенӗ пулӑттӑм. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 07:27, 10 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
«Театрти ĕçчен» тенине хирĕçле (оппозицилле) ăнлав вăл «Театрти кахал», «театр кахалĕ». Ĕçлеме ĕçлет, анчах кахал. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:31, 10 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
«Общество» валли те чăвашла эквивалент лартса хумасан, çак тĕнчере пурăннин те усси çук: кăмака çине улăхса лармалла та, кунран-кун, вилĕм килессе, лăпкăн кăна, кĕтсе выртмалла. Çавă çеç тăрса юлать. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:31, 10 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Кунашкал мӑнтӑр сӑмахсем ҫине те хуравлас-ха (усси ҫук пулсан та): «обществăн» чӑвашла эквиваленчӗ ҫук тени пач тӗрӗс мар. Чӑвашла лайӑх пӗлместӗн пулсан, чӑваш чӗлхине аван чухламастӑн пулсан, «ҫук» тесе суйса ан тӑр. «Общество» та чӑваш сӑмахех. Юрӗ, сирӗн пеккисем кун пек шухӑша йышӑнмаҫҫӗ. Чӑвашла вӑл «пӗрлешӳ», «ҫынсен йышӗ», «ушкӑн» (1910 ҫулта, калӑпӑр, «ялти ушкӑн» тенӗ), «халӑх», «халӑх йышӗ», «халӑх пӗрлӗхӗ» тата ытти те. Шел те, хӑш чухне вӗсемпе усӑ курма йывӑр. «Общественный деятель» — чӑн чӑвашла «халӑхшӑн ӗҫлекен», «халӑхшӑн тӑрӑшакан». Чӑваш чӗлхи, ӑна вырӑс чӗлхи калӑпӗ урлӑ пӑхмасан, чӑн та пуян. «Общество» вырӑнне вӑйпа «пӗрлӗх» усӑ курнипе чӗлхе пуянланмасть. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 09:30, 10 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Тĕрĕс мар пулсан, яра пар: «пĕрлĕх», — те. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:07, 10 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Йăнăш куçарнă

[кодне тӳрлет]

Цитата: «Пĕрлĕх ĕçченĕн пурнăçне пĕтересшĕн çынна 12 çултан пуçласа 20 çула çити ирĕклĕхне чараççĕ, ĕмĕрлĕхех ирĕклĕхне чараççĕ е айăпласа вĕлереççĕ[2].» Ниепле те кун пек пулма пултарймасть. Пĕтересшĕн мар, пĕтернĕшĕн. Пуçиле кодексĕ ĕçлевçĕне пĕтересшĕн пек пулса тухать. Пĕтерсшен мар, пачах урăхла: вĕлерме хăтланакана е вĕлерекене явап тыттарсашăн!--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 21:53, 19 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)

Ĕçлевçĕ сăмах пур

[кодне тӳрлет]

Ĕслевçĕ сăмах сăмахсерсенче те пур, кĕнекесенче тĕл пулать, Гуглпа шырасан та пайтах тупăнать, аналогĕсем те пайтах. Работник, труженик, деятель тенисенче нимле уйрăмлăх те çук, чăвашла Википедире (урăхла каласан кунта) работнике ĕçлекен тесе палăртнă. Ĕçчен тенин вара яр уçă тÿрĕ пĕлтерĕш — трудолюбивый. Сулахаялла-сылтăмалла пур çĕрте те ĕçчен теме пуçласан çак пĕлтерĕш сĕврĕлет. Эп нимĕн те шутласа кăларман: чăвашла Википеди хăй терминсене уçăмлатас йĕркене тытса пырать никĕсленĕренпех. Çавăнпа та «хăнăхнă» тени питех ĕçлемест. Калăпăр, тахçан Горький ячĕпе хисепленекен, Пушкин ячĕпе хисепленекен, Хусанкай ячĕпе хисепленекен тенĕ, халĕ вара пурте Хусанкай ячĕллĕ, Пушкин ячĕллĕ, Ленин ячĕллĕ. Сталин ячĕллĕ теççĕ. Çĕнĕ хăнăху тахçанах вăя кĕнĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 22:04, 19 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)

  • Ĕсчен тени çыннăн статусне мар, унăн шалти пахалăхне, кăмăл уйрăмлăхне пĕлтерет, ăна ыттисем айккинчен епле хакланине (хаклава) кăтартать — ĕçлеме юратать! Вăл ырă, усал, йăваш, хаяр, хавшак, хăватлă, чаплă, начар, аван, йÿрĕк, юмарт, лайăх тенисемпе пĕр ретре тăрать.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 22:13, 19 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)
«Ӗҫчен» — йӗркеллӗ термин, ҫирӗпленнӗскер, анлӑ усӑ кураканскер (М.И. Скворцов сирӗншӗн авторитет мар пулин те, вӑл кӑларнӑ словарьсен шутне алӑри пӳрнепе шутласа тухаймастӑн), пӗрре те шалти пахалӑха пӗлтермест. Ку йӑлт — эсӗ ху шухӑшласа кӑларни. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 07:23, 10 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Ĕçчен — термин мар. Вăл эмоци енчен хаклакан-ырлакан сăмах (кахал, наян, юлхав тенисене хирĕслескер). Ĕçченлĕх. Ĕçлекен çынна ĕçлевçĕ теççĕ. Çыракан çынна çыравçă тенĕ пек. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:18, 10 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Юрӑхсӑр термин

[кодне тӳрлет]

«Пӗрлӗх ӗҫлевҫи» тенине эп «Деятель сообщества» пек ӑнлантӑм. Уҫрӑм та, иккен, «общественный» тенине «пӗрлӗх» тенӗ иккен. Термин ӑсталасси пит кӑткӑс япала, термина тӗрлӗрен ӑнланасси пулмалла мар. Кунта йӑлт вырӑс сӑмахӗсенчен хӑтӑлас туртӑм малта тӑрать, ҫавна май йӗркеллӗ шухӑшламасӑр ӑсталанӑ терминсем йӗркеленеҫҫӗ. Термин хатӗрленӗ чухне «Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас» тенине яланах асра тытмалла. // эп ку термина тӗрӗс мар ӑнланнӑран чӑвашла пит япӑх пӗлетӗп тесе ан калӑр! Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 07:19, 10 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

«Сообщество» — пĕрлĕх мар. Ăна пĕрлелĕх темелле. Пĕрлĕх тени тахçантанпах ĕнтĕ «общество» тенипе тÿр килет. Паллах, çак тĕлме-тĕллĕхе юриех аркатма та пулать. Анчах мĕншĕн? Сообщество тата общество тенисем те (вырăс чĕлхинче) пĕр япала марри куçкĕрет. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:31, 10 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Ӑҫта вӑл «тахҫанах»??? Эсӗ хӑвна чи аслӑ чӑваш терминологӗ пекех туятӑн пулас. Ав, пысӑк саспаллисемпех ҫырма юрататӑн. Шел те, сансӑр хӑвӑнсӑр пуҫне никам та пӗлмест кун пирки. Чӑваш халӑхӗ вӑл эсӗ кӑна мар. Калаттар-ха эс ҫынсене «пӗрлелӗх» тесе. Кунта, пурне те хӑваласа янипе, хӑвӑн терминусемпе мухтанма кирлӗ мар. Хӑвӑн кутӑнлӑхупа ыттисене пурне те Википедирен хӑвалатӑн (мӗншӗн тесен ыттисемшӗн, чӑвашла пӗлекенсемшӗн, ӑнланмалла мар, вӗсен словарь тытса, эс ҫырнисене вырӑсла куҫарса кӑна ӑнланма тивет). Ытти чӑвашсене хӑваланӑ май эпир, чӑвашсем, ытти халӑхсенчен кая юла пуҫларӑмӑр. Пӗлетӗп, эсӗ ун пек тӑвасшӑн мар, чӑвашсене ытларах хутшӑнтарасшӑн. Анчах, чӑннипе, пач урӑхла пулса иртет. Википедире ӑнланмалла ҫырмалла, вара халӑх кунта туртӑнӗ. «Ак, эп пӗтӗм вырӑс сӑмахӗ вырӑнне чӑвашлисем ҫырса тултарӑп та халӑх кунта купипе чупса килӗ», — тетӗн пулас. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 09:13, 10 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Гугл çине лартсан темиçе пин «пĕрлĕх» сиксе тухать. Пĕрлĕх вăл вырăсла общество тенине тĕп-тĕрĕс (100%) куçарни çеç пулать. Унта нимле уни-куни те çук. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:07, 10 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Мĕншĕн-ха çав тери «ĕçчен» теес килет?

[кодне тӳрлет]

Мĕншĕн-ха çав тери «ĕçчен» теес килет? Мĕскер вал çав, кĕçĕтсе тăраканни? Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:43, 8 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Эсир, мĕн, чăваш телеканалĕсене, радиокалаçăне итлеместĕр, хаçат-журнал вуламастăр, пулас? Çырăр пĕр пьеса, уçламçăсенчен укçа илĕр те кайăр театр ĕçченĕсем патне, лартăр спектакль. Viktor (сӳтсе явни) 11:58, 8 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]