Сӳтсе явасси:Пĕрчĕсен натураллă тытăмĕсем

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Çак пĕчĕк ача калаçнă пекскер юрилле сăмаха улăштармалла. Чăваш чĕлхинчен феня тумалла мар. Viktor (сӳтсе явни) 16:54, 20 Нарăс уйăхĕн 2021 (UTC)

«Париж» сăмаха çапса пăрахсан та чăвашла урăхла калаймастăн. «Юри» сăмаха та нимпе улăштарма çук. Такама вăл «начар» пек туйăнать пулсан, ытти вариантсем вара начартарах çеç мар, темиçе рет начартарах. Цитата пуçламăшĕ:<<намеренно, сознательно, умышленно, нарочно, специально, юри хыттăн кала — нарочно говорить громко. юри тенĕ пек — как нарочно, юри вĕсем патне кайса килтĕм — я специально сходил к ним, юри кайрăм вăрмана хура çырла пуçтарма — фольк. я пошел в лес специально собирать чернику.>> Цитата вĕçĕ.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:07, 20 Нарăс уйăхĕн 2021 (UTC)

Эсир кунта хăвăрах ăнлантаратăр. Юрилле сăмаха вырăс чĕлхинче темиçе сăмахпа тĕкĕштернĕ. Шырас пулать хамăрăнах, кам пулăшĕ. Тĕлĕкре те шухăшлас пулать: Ньютон пек те, Менделеев пек те. Тен, килет, шеремет тĕшши. Viktor (сӳтсе явни) 19:34, 20 Нарăс уйăхĕн 2021 (UTC)

Ăнлантару[кодне тӳрлет]

Пĕрчĕсен эпир усă куракан тытăмĕ — юрилле. Мĕншĕн-ха? Мĕншĕн тесен килограмм, çеккуд, метр, ампер, моль, кандела тата ыттисем пурте тенĕ пекех чуххăмла тата ЮРИ илсе эталон тунă япаласем шутланаççĕ. Эталон вырăнне пачах урăххисене те илме май пулнă. Çав вăхăтрах пĕрчĕсен юрилле мар тытăмĕсем те пур. Урăхла каласан, унта эталонсем ăсталаса тата çав эталонсене упраса хăшкăлмаççĕ. Çавăн пирки сăмах пырать. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:40, 20 Нарăс уйăхĕн 2021 (UTC)

Апла каланичен те ытларах кунта тепĕр япала пĕлтерĕшлĕ. Килограмм (масса пĕрчи), метр (вăрăмăш пĕрчи), моль (япалалăх шутлавлăхĕн пĕрчи) тенисене хăйсене (эталонĕсене мар!) юри ТĔП ПĔРЧĔСЕМ пек суйласа илн. Çавăнпа — юрилле. Чăннипе вара ытти капсен пĕрчисене тĕп пĕрчĕсем пек суйласа илме пултарнă).--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:58, 20 Нарăс уйăхĕн 2021 (UTC)
Чăваш радиовĕнче Чĕререн тухакан сăмахсем ярăм пур. Унчен Юрă пултăр парне ятлăччĕ. Малтанхи ятне Юрий ятлă ертсе пыраканĕ панăччĕ (Чуна йăпатмашкăн?!). Юморист-каччă, савăнăçпа ĕçлетчĕ. Кайран хĕрсем килчĕç те улăштарчĕç ятне. Чĕлхен илемлĕхне пĕтерес марчĕ. Viktor (сӳтсе явни) 19:30, 20 Нарăс уйăхĕн 2021 (UTC)
Ним çук çĕрте проблема пекки тупса ухмахланни ку. Тахçан «хуйхă» сăмаха чăваш чĕлхинчен катертме хăтланни пек.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:01, 22 Нарăс уйăхĕн 2021 (UTC)
  • «Натураллă» тенипе улăштартăм, кунта ăна кĕртсе яма пулать, мĕншĕн тесен терминĕ куллен усă кураканни мар. Анчах та чăн чăвашла пултăр тесен икĕ тт çырмалла. Çав енчен пăхсан, «юрилле мар» тенинчен пурпĕрех начартарах вăл. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:08, 22 Нарăс уйăхĕн 2021 (UTC)
Икĕ 'т кирлĕ мар пуль — пусăм виççĕмĕш сыпăка ӳкет. Viktor (сӳтсе явни) 16:47, 22 Нарăс уйăхĕн 2021 (UTC)