Сӳтсе явасси:Пĕчĕкҫеҫ принц
Курӑнакан калӑплав
Ю. Артемьев çапла куçарнă. «Пĕчĕк принц» тесен аванрах пулма пултарнă. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 07:54, 11 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Куҫарнӑ ятпа усӑ курмалла. Текстра, сӑмах май, Пӗчӗк принц (текста ӗнер корпуса кӗртрӗм, анчах автор прависене пӑсас мар тесе текста туллин курӑнасран хупларӑм). «Пӗчӗкҫеҫ принц» — хайлав ячӗ. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 08:49, 11 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Тĕрĕс мар. Çук унашкал правило. Пĕр хайлавах пин-пин тĕрлĕ куçарма пулать, вăл шутра ятне те (Сăмахран, "Уках хурăнĕ» хайлава пĕр куçаруçă «Берёза Угах», тепри "Берёза Угахви» тенĕ вырăсла). Юрий Артемьев куçарнине канон туса хума хистекен нимле сăлтав та çук. Енчен те сăмах кунта Юрий Артемьев кăларнă кĕнеке пирки çеç пырать пулсан, паллах, лешĕ менле каланă çавăн пек пулмалла. Анчах та ку статьян теми унашкал хĕсĕк мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 09:11, 11 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Кутӑн. Паллах, темиҫе тӗрлӗ те куҫарма пултараҫҫӗ. Анчах Юрий Артемьев, мӗн, япӑх куҫарнӑ тесе каласшӑн-им? Хӑвна унран аванрах куҫаруҫӑ пек хаклатӑн-им? Илемлӗ хайлава куҫарнипе терминсене куҫарса ӑсталани хушшинче уйрӑмлӑх пур — унта илемлӗ сӑмах мала тухать, пӗрешкеллӗ тӑвасси мар. Акӑ, «Чунăм, Лиза-Акулина» спектакль ятне илес. Вырӑсла ун ячӗ «Барышня-крестьянка». Кала тата, Пушкинӑн повеҫ ятне тӗрӗс мар куҫарнӑ тесе. Кайса ятла вӗсене, эсир чӑвашла пӗлместӗр тесе... Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 09:49, 11 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Статья спектакль пирки пулсан, «Чунăм, Лиза-Акулина» пулать. Енчен статья Пушкин ххайлавĕ пирки пулсан — апла пулма пултараймасть статья ячĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:40, 11 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Хранццусла ят — Le Petit Prince. Кунта пĕчĕкçеç е пĕчĕкçĕ тесе авкалама хистекен самантсем курăнмаççĕ. Анчах та уйрăм куçаруçă — ирĕклĕ çын. Хăйĕн еккипе кайнă. Унашкал тивĕç-ирĕк унăн, паллах, пур ĕнтĕ. Анчах та пирĕн те ăна тиркеме тивĕç-ирĕк пур. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:40, 11 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)