Сӳтсе явасси:Панăлăхсем

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ахаль кӑна[кодне тӳрлет]

Тӳрех калатӑп — ку ятпа никам та усӑ курмӗ. Пушӑ ӗҫ. Станьял мӗнле пӗр купа усӑ курман термин шутласа кӑларнӑ — кунта та ҫавах. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 15:13, 18 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Николай, эс оракул, иккен. Пĕлмен куна. Кахал пусать этеме. Пуçа шухăшлаттарасшăн мар. Аталану пултăр тесен пуç мимине хистемелле (мобилизацилемелле), теççĕ психологсем. Станьялăн платформа пулман, кунта килмелле пулнă унăн. Viktor (сӳтсе явни) 18:14, 18 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Станьял яланах халăх умĕнчи çын пулнă. Çавна кура «платформисем» те пайтах. Анчах та вăл ку енĕпе нихçан та никампа та канашламан. Ыттисем — чылай «ăслăрах». А. П. Хусанкай Чăваш республикин Аслă Канашĕн Президиумĕнче тăнă чухне, авă, тытнă та малалла «патшалăх» сăмахпа усă курмалла тесе ятарлă Указ (тĕрĕсрех, Постановлени) кăларнă.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:28, 18 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Саботаж[кодне тӳрлет]

Саботаж тăвассипе хăратмалла мар. Пурте вырăс чĕлхипе çеç усă курма ăнталнине капла та пит аван пĕлеппĕр; лăх аффикс кирек епле япала ячĕ çумне те çыпçăнать. Никам та: "Кунта лартма юрать. лере юрамсть," — тесе Тÿре пулса çуреме пултараймасть. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:28, 18 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Эпӗ саботажник-им? Ытларах эсир ҫав. Ӑнланман чӗлхепе хатӗрлетӗр. Хункӑр чӗлхи, Икӗпат — кусемпе сирӗнсӗр пуҫне никам та усӑ курмасть. Панӑлӑх-па та ҫавах. Ман сирӗн хыҫҫӑн кайса «Панӑлӑх пуххи» теме тытӑнмалла пуль, ҫапла-и? Мӗнле усӑ курнӑ «Даннӑйсен бази» тесе — ҫаплипех уса курӑп (сирӗнпе танлаштарсан эп унпа Википедире статья ҫырмашкӑн кӑна мар, куллен усӑ куратӑп). Пуҫа ҫӗмӗрттерместӗп. Пуҫа шухӑшлаттарма вара ман урӑххи те пайтах. Ун валли ман чӗлхене ҫӗмӗрме кирлӗ мар, сыпӑнман япаласене вӑйпах ҫыпӑҫтарса лармӑп. Саботажник тенӗрен, ак халь тин кӑна Колешша ялӗпе статьяна ҫыхӑнтарасшӑнччӗ. Каҫӑ вырнаҫтаратӑп та — ҫук ун пек ял тет! Кайран пӑхрӑм та, ял ятне тахӑшӗ, мана «Пуçа шухăшлаттарасшăн мар» тесе ӳпкелекен «Коллеша» тесе ҫавӑрттарса хунӑ иккен. Ӑҫтан ку ял ятне тупнӑ — хӑй кӑна пӗлет пуль (пӗр ҫӑлкуҫ та тупӑнмарӗ!). Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 19:10, 18 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Саботажник мар апла. Чăкăрташ ача. Viktor (сӳтсе явни) 20:50, 18 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Саботажник темен. Саботаж тăвассипе хăртмалла мар тенĕ. Хункăр, Икĕпат тенсене эп те хирĕç. «Даннайсем» тенипе те никама хăратаяс çук, вăл япала «панăлăх» тенинех пĕлтерет. Сăмах пулăвĕпе те, пĕлтерĕшпе те нимле уйрăмлăх çук. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 19:24, 18 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Никам та хӑратмасть. Усӑсӑр ӗҫ тетӗп — ҫав кӑна. Пустуй пӑтратни. Леш, хайхи Вирьял тематикине пуҫарнипе пӗрех. Ак, мана паян процессор валли кулер кирлӗ пулса кайрӗ. Темле тӑрӑшсан та ӑна «вентилятор» тееймӗн — халӑх ӑна ҫавах кулер тет. «Вӗркӗҫ» тесе пин хут ҫыр — халӑх ҫавах «кулер» тейӗ. Процессор кулерӗ. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 20:36, 18 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Паллă ĕнтĕ, усăсăр. Тем пек аргументласан та. çынсем пурпĕрех вырăсла çеç калаçасшăн. Никамшăн та вăрттăнлăх мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 20:44, 18 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]