Сӳтсе явасси:Парăслă линилле карап
Парăслă линилле карап. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:20, 31 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)
Йӗр чӑвашла. Мӗншӗн тесен лини акӑлчан чӗлхинчен вырӑс чӗлхине кӗнӗ. Сӑмахӗ пачах ҫук пулсан лини теме пулать. Ивритла та хӑй чӗлхипе אוניית קו тесе ҫырнӑ, קו - йӗр, калаҫнӑ чухне акӑлчан сӑмахӗсене кӗртеҫҫӗ пулин те. Йӗр - след чӑвашла омоним. --Andreevart (сӳтсе явни) 18:33, 31 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)
Тепре тӗрӗслерӗм, - М.И.Скворцов сӑмахсарӗнче линия-йӗр. --Andreevart (сӳтсе явни) 18:43, 31 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)
- Лини йĕр пулнине пĕртте хирĕçлеместĕп. Лини пирки çырнă кунти статьяна хам пуçласа çырнă, хам та çапла ят панă — https://cv.wikipedia.org/wiki/Йĕр_(математика). Анчах та карап пирки «йĕрлĕ» тени кăшт тĕлĕнмеллерех илтенет, çавă кăна. Сăмахран, «линейная алгебра» тенине «йĕрлĕ алгебра» пек асăнни те çавнашкалах тĕлнмелле пулĕччĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 09:23, 1 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)
Эпӗ сирӗнпе килӗшетӗп те пӗр енчен. Анчах чӑваш чӗлхи питӗ вӑйлӑ ассимиляци айне кӗрсе пырать. Нумай пулмасть Шупашкарта та, ялта та пултӑм, кашни килмесрен ҫав япала вӑйланни курӑнать. Питӗ арӑш-пирӗш хутӑштараҫҫӗ калаҫнӑ чух. Ӑнланатӑп, хӑҫан та пулсан ку малалла тата та япӑхланӗ тен, анчах пуррине ҫухатас килместь. Унсӑр пуҫне шкултан пуҫласах пур терминсем те вырӑсла пулнӑ. Ку пысӑк тема. Эпӗ хамран килнине ҫех тума тӑрӑшатӑп. --Andreevart (сӳтсе явни) 09:51, 1 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)
- Юрĕ, пурансан, курăпăр. Кунта халлĕхе акăлчанла тата вырăсла мĕншĕн апла ят панине пăхмалла. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:37, 1 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)