Контент патне куҫ

Сӳтсе явасси:Портал:Чăваш Ен/Чăвашсем — Совет Союзĕн Паттăрĕсем

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ку статьяна Портал:Чăваш Ен туса кĕртмелле (вырăсла варианчĕ - https://ru.wikipedia.org/wiki/Портал:Чувашия) Viktor (сӳтсе явни) 05:59, 12 Раштав уйăхĕн 2016 (UTC)

Аха, ăнланмалла. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 06:18, 12 Раштав уйăхĕн 2016 (UTC)
Пĕрре тытăннăччĕ - лайăх тухмарĕ. Тепре хăтласа пăхăп. Viktor (сӳтсе явни) 06:48, 12 Раштав уйăхĕн 2016 (UTC)
Ак çакăнта лартăр: Портал:Чăваш Ен/Чăвашсен — Совет Союзĕн Паттăрĕсен ят-йышĕ Viktor (сӳтсе явни) 08:19, 12 Раштав уйăхĕн 2016 (UTC)
Чăваш иккенне çирĕплетме май çуккисене кертмелле мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:50, 20 Кăрлач уйăхĕн 2017 (UTC)
Мĕнле çирĕплетмелле-ши. Документсем (наградной лист) нумайĕшĕнне вырăс тесе çырнă (Сăмахран Уруковăнне)--Santăr (сӳтсе явни) 18:32, 21 Кăрлач уйăхĕн 2017 (UTC)

Уруков пирки сăмах та çук. Вăл — чăваш. Нимĕнле документсем те унта пит кирлех мар пуль. Нумаях пулмасть Боголюбов генерал-полковникăн ашшĕ чăваш пулнине çирĕплетекен çăлкуçа тупма май килчĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:55, 21 Кăрлач уйăхĕн 2017 (UTC)

Спмсокри Карпеев Михаил Поликарпович (Шупашкарти Якимово ялĕ) тата Родионов Михаил Егорович (Милютино Улатар уесĕ) вырăссем пулмалла.--Santăr (сӳтсе явни) 19:08, 21 Кăрлач уйăхĕн 2017 (UTC)--Santăr (сӳтсе явни) 19:08, 21 Кăрлач уйăхĕн 2017 (UTC)

Темшĕн ак çак тĕлте Родионов пирки "чăваш" тесе çырнă. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:32, 22 Кăрлач уйăхĕн 2017 (UTC)
Унти стаьясене Чăнлă чăвашĕ Уфаркин кĕртнĕ. Улатăр тата Парăчкав районĕн çыннисене нумайăшне чăваш тесе асăннă. Пĕлмен вăл вăл ялсенче камсем пурăннине--Santăr (сӳтсе явни) 12:15, 22 Кăрлач уйăхĕн 2017 (UTC)

Мухтав Орденĕн тулли кавалерĕсем пирки

[кодне тӳрлет]

Чăвашсенчен Мухтав Орденĕн тулли кавалересем пирки ятарлă статья уçмалла-ши е йыша кунтах кĕртсе ямалла-ши? --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:40, 22 Кăрлач уйăхĕн 2017 (UTC) Тумаллаю Çăкăнтан Чăваш энциклопедийĕ суйласа илмелле. Анчах унта Чăвашра çÿралнă е ĕçленĕ ытти халăх çннисем те пур.--Santăr (сӳтсе явни) 12:15, 22 Кăрлач уйăхĕн 2017 (UTC)

Мухтав орденĕсен тулли кавелересем тĕлĕшпе уçăмлăх пур. Антип Николаевăн лайăх кĕнеки те пур. Унта вăл чăвашсене ыттисенчен уçăмлăн уйăрнă. Çав вăхăтрах унăн та пĕр иккĕлентерекен ят пур. Бадигин Михаил Петрович. Анчах та Антип Николаев "ухмах çын" пулман вĕт! Йыша кĕртсе яма ун тем сăлтав пулнах пуль ĕнтĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:04, 22 Кăрлач уйăхĕн 2017 (UTC)

Кунта Халăх хастарлăхĕ сайт чăваш тесе çырнă. Паллах кĕртмелле. Суруловка ялĕ чăвашла менле пулать?--Santăr (сӳтсе явни) 16:24, 22 Кăрлач уйăхĕн 2017 (UTC)

Илсе кăтартнă приказра çынсен нацилĕхесене кăтартнине ниçта та курмастăп. Суруловка чăваш ялĕ-ши, çук-ши, ку паллă мар. Анчах чăваш çынни вырăс яленче те ÿссе çитĕнме пултарнă. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 19:22, 22 Кăрлач уйăхĕн 2017 (UTC)
Приказне мар, наградной листне пӑхмалла.--Santăr (сӳтсе явни) 04:49, 23 Кăрлач уйăхĕн 2017 (UTC)
Тĕп-тĕрĕс. Чăнах та "Чăваш" тенĕ. Анчах та Суруловка чăваш ялĕсен йышĕнче курăнмарĕ. Вырăс ялĕнче (е ирçе-и унта, пĕлместĕп...) ÿссе çитĕннĕ чăваш теме пулать ытах вăл енне кайсан. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:42, 23 Кăрлач уйăхĕн 2017 (UTC)

Герой ятне хăйсен айăпĕпе мар илейменнисем пирки

[кодне тӳрлет]

Халлĕхе виçĕ ят. Анчах кун пеккисем татах пулма кирлĕ. Хăшне-пĕрне кайран "Раççей Геройĕ" ят пама пултарнă. Кунашкал çынсене Йĕпреçре пурнакан Г.Кузнецов ватă журналист лайăх пĕлме кирлĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 19:21, 22 Кăрлач уйăхĕн 2017 (UTC)

Тутар Республикинче ку ӗҫӗ пуҫланӑ. Темиҫӗ теҫӗтке ҫын тупса палӑртнӑ, вӗсем хушшинче чӑвашсем те пур. Мӗнле сайтри астумастӑп.

аиф Хусан. Списокне те курнӑччӗ --Santăr (сӳтсе явни) 04:49, 23 Кăрлач уйăхĕн 2017 (UTC)

Тутар Республикин списокне тупса забытый полк унти хăшпĕр чăвашсене тупса портала кĕртрĕм, шырасан тата ыттисене те тупма пулать пуль.

ИСЛЮКОВ МАРКЕЛ МИХАЙЛОВИЧ, 1918, (Теччĕ районĕнчи Таяпа) тата САЛМИН ФРОЛ АФАНАСЬЕВИЧ, 1922, Октябрьски РВК кертрĕм, наградной лисчĕсенче вырăс тесен те--Santăr (сӳтсе явни) 16:25, 23 Кăрлач уйăхĕн 2017 (UTC)

  • Тавтапуç. Чăнах та чăваш иккенне ытти майсемпе (çăлкуçсемпе) палăртсан, "наградной лист" текен документсем çине питех пăхмасан та юрать-тĕр. Асăрхавсенче ятарласа кăтартсан кăна. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:17, 23 Кăрлач уйăхĕн 2017 (UTC)
Петрянкин Андрей Владимирович, 1916 çулхи Çĕпрел районĕнчен чăвашах пуль. Петрянкинсене обд-мемориал Матак ялĕнче кăна кăтартать.
  • Тата тепре тупăнчĕ - Иванов Николай Иванович, Канаш районĕнчи Кивĕ Ахпӳртре çуралнă, Молтов облаçĕн Мăн Уса военкоматĕнчен салтака илнĕ[1]--Santăr (сӳтсе явни) 07:16, 13 Ака уйăхĕн 2017 (UTC)
  • Тимофеев Василий Тимофеевич, Красноармейски районĕнчи Упирен [2]--Santăr (сӳтсе явни) 17:45, 16 Ака уйăхĕн 2017 (UTC)
  • Григорьев Александр Григорьевич - Тăвай районĕнчи Анаткас Тушкилтен, 132- перевçĕсен дивизинчен Днепр çинчи çапăçусемшĕн[3]--Santăr (сӳтсе явни) 17:18, 5 Çĕртме уйăхĕн 2017 (UTC)

Асăрхавсем

[кодне тӳрлет]