Сӳтсе явасси:Промăçлăх

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Индустри. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:37, 15 Нарӑс уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Промышленность[кодне тӳрлет]

Промышленность хӑварма сӗнетӗп. Ку сӑмахпа пурте анлӑ усӑ кураҫҫӗ. Индустри — урӑх пӗлтерӗшлӗ сӑмах: индустри паркӗ, бьюти индустрийӗ (вӑл промышленноҫпа пач ҫыхӑнман), туризм индустийӗ — кусем текстсенче тӗл пулакан тӗслӗхсем. «Промӑҫлӑх» корпусра пӗрре те тӗл пулмасть. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 18:30, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Индустри темелле. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:54, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Индустри валли урӑх пӗлтерӗш пур — «пӗр-пӗр ӗҫ-хӗлӗн вӑйлӑ аталаннӑ отраслӗ» (кино индустрийӗ, вӑйӑ индустрийӗ тата ытти те)
. Тӗрӗссипе «индустри» сӑмахпа ахаль те «промышленноҫӗн» синонимӗ пек усӑ кураҫҫӗ (Чӑваш чӗлхин ӑнлантураллӑ сӑмах кӗнеки, 1-мӗш том, 360-мӗш страница: унта ӑна «=Промышленность» тенӗ; эпӗ илсе кӑтартнӑ пӗлтерӗше палӑртман /ун чухне вӑхӑчӗ ҫукрахччӗ, хӑш-пӗр сӑмахсен ӑнлантарӑвне тусах ҫитереймерӗмӗр/). Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 19:33, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Тепӗр тесен, «промышленноҫ» ытларах усӑ курӑнать. «Индустри» суйлассин пӗртен-пӗр сӑлтавӗ — «деколонизаци» туйӑмӗ. Имӗш «промышленность» — вырӑс сӑмахӗ, «индустри» — акӑлчансенчен килнӗскер. Анчах иккӗшӗ те ют сӑмахсем. Вӗсен хушшинче уйрӑмлӑх ҫук. Иккӗшӗ те чӑваш чӗлхине кӗнӗ, иккӗшӗнпе (калаҫу формипе усӑ курнӑшӑн каҫарӑр…) те усӑ кураҫҫӗ. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 19:37, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Индустри вăл — промышленность[кодне тӳрлет]

Эс илсе кăтартнă тĕслĕсем — ахаль анлăлатусем çеç. Унашкал анлăлатусем пурри — индустриех йышăнма хистекен тепĕр аргумент. Промышленность тенине — çÿп-çап шăтăкне. Вăл кирлĕ мар. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 02:05, 2 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]