Контент патне куҫ

Сӳтсе явасси:Сăрт-ту тăправĕ

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Порода = чул-тӑпра

[кодне тӳрлет]

«Породӑна» ытларах чухне ҫавӑн пекех хӑвараҫҫӗ. Анчах «тӑпра» (Андреев), «чул-тӑпра» (Скворцов, 2002) тени пур. «Тӑправ» термин ҫук. Ҫавна май «чул-тӑпра» тенипе («тӑпра» = «почва» тенипе пӑтраштарас мар тесе) усӑ курма сӗнетӗп. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 11:03, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Тăврав кунта — неологизм. Кун пирки тавлашмастăп. Анчах статья çырасах тесен — мĕнле те пулин каламаллах. Анчах ăна тăпра теейместĕн. Выльăхсен породи пирки пулсан — ăрат. Геологилле пĕлтерĕшпе мĕнле — паллă мар. Сăмах çук тесе статьяна çырмасăр хăвараймастăн. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:10, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Чул-тӑпра — хатӗр термин-ҫке. Порода чулпа тӑпраран тӑрать. Тата… «Порода» сӑмах мар-им? :( Эх, ҫак деколониализм чирӗ :( Чӑваш чӗлхинче «порода» та, «чул-тӑпра» та пулсан пирӗн чӗлхе пуянрах пулӗ-ҫке! «Тӑправӗ» пулсан вара — виҫӗ хут пуянрах (анчах халах хӑнӑхман, пӗлмест). Сӑмах май, Руда та чӑвашла тӑпраччӗ пулас… Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 11:20, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Тăправ тени те — хатĕр япала. Пĕлĕтрен татăлса анман. Порда шутне чулпа пачах çыхăнман япаласем те кĕреççĕ. Сăмахран: тăм, хăйăр. (Гли́на — мелкозернистая осадочная горная порода, тата ытти те). --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:34, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Ӑҫта хатӗр? Енчен те унпа ӑҫта та пулин усӑ курнӑ пулсан — килӗшӗп. Анчах словарьсенче пач ҫук. Пӗлме: чӗлхене сӑмах е термин пӗр ҫын усӑ курнипе мар, сахалтан та 3-4 усӑ курсан кӑна кӗнӗ теме пулать. Станьялӑн та, калӑпӑр, ҫӗршер ҫӗнӗ термин. Анчах хӑй кӑна усӑ курать. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 12:08, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Ăçта усă куртарасшăн? Геологие ниçта та чăвашла вĕрентмеççĕ. Географипе те пулин учебниксем çук. Тăпра çумне -в хушнă та сăмаха урăх сĕм панă. Çавă кăна. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:59, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Йӑнӑшатӑн. Халь ҫук пулин те унччен пулнӑ. Ҫавсенче пӑхмалла. Тӗслӗхрен. Унсӑр пуҫне ятарлӑ словарьсем те кӑларнӑ. Ӑслӑлӑх терминӗсем тӗлӗшпе эсӗ ҫул уҫакан мар. Санчченех уҫнӑ. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 13:29, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Эсӗ, паллах, «-в» аффикс хушма пултаратӑн, анчах чӑваш чӗлхинче ун пек конструкци йӗркеленеймест. Йӗркеленсен те ют сӑмах пулса тӑрать. -ав/-ев аффикс хушӑнса пулакан сӑмахсем глагол ҫумне кӑна хушӑнса пулаҫҫӗ («-в» аффикспа та ҫавах). «Тӑпра» ӗҫхӗл (глагол) пулнӑ пулсан пӗр ыйту та пулмӗччӗ. Енчен те ҫакӑн пек япалана та чухламастӑн пулсан мӗнле майпа терминсем ӑсталама пултаратӑн-ха? Сана, калӑпӑр, пӗр-пӗр вӗренмен тухтӑр сиплеме пуҫласан эс килӗшнӗ пулӑттӑн-и? Мӗншӗн чӑваш чӗлхинчен апла мӑшкӑлламалла? Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 13:36, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Тăпра теме çук, чул-тăпра теме çук (хăйăрпа тăма, сăмахран, çапла калаймастăн), анчах та статйине çырмаллах. Çырмасăр хăвараймастăн. Тăправ тесен мĕн иккенĕ тÿрех паллă. Акă, тăпрас сăмах пур. Тăпрапа çыхăннăскер. Мĕн вăл ? Пур-и унашкал аффикс? Анчах та сăмахĕ пур авă. Тăправ тĕлĕшпе те çавах. Тăпрас пулсан, тăправ та пулать. Е тата ак çакнашкал тĕслĕх: Йĕке — веретено, анчах та Йĕкев — напильник. Шырасан ун пеккисене татах тупма пулать. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:08, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Тӑпрас аффикспа мар, -ас/-ес аффикс хушӑнса пулнӑ (эп кӑтартнӑ каҫӑра пур). Йӗкев те «йӗке» (веретено) япаларан мар, глаголтан пулнӑ. //сире вӗренмен хирург операци тусан та эсир килӗшетӗр пулас… ара мӗн, скальтпель алӑра тытма пӗлет те ку сирӗншӗн ҫитет пулас… Нивушлӗ унашкал пӗли-пӗлми хатӗрленӗ терминсем ӑсталани чӑваш чӗлхине сиен кӳнине ӑнланмастӑр? Усӑ кӳрес вырӑнне сиенлени сире пӑшӑрхантармасть-им? Е хӑвӑр мӑн кӑмӑла тивӗҫтерес тени ҫав тери пысӑк? «Чул-тӑпра» ҫырнӑ чухне унта тӑмӗ те, хӑйӑрӗ те кӗрет. Мӑшӑр сӑмах пирки пӑхӑр. «Чул-тӑпра» тенӗ чухне унта пӗр йышши ӑнлава пӗтӗмлетсе калани пур. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 17:04, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Тĕслĕхсем

[кодне тӳрлет]

Асав шăл. Анчах аса шăл та пур. Юста (езда тенинчен). Анчах çавна çывăх Юстав пур. Хавха. Çав вăхăтрах — хавхав (хавхавлăх). Чарша — чаршав. Сĕте — сĕтев. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:03, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Пӗлме, чӑваш чӗлхинче глагол пысӑк вырӑнта тӑрать. Хальхи вӑхӑтра кӑна, вырӑс чӗлхи витӗмне пула, япала ячӗ мала тухса пырать. Ҫавӑнпа чӑвашла терминсем тума йывӑр та: вырӑс чӗлхи япала ятне мала хурать, чӑваш чӗлхи вара — ӗҫе. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 17:09, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Юрӗ, тавлашса тӑмастӑп урӑх. Йӑнӑш ҫине кӑтартсан та хӑлхана кӗмест пулсан мӗн тӑвӑн… Сирӗн шутӑрпа апла эпех йӑнӑшатӑп пулса тухтӑр. 18 ҫӳл хушши хамӑн чӑваш чӗлхине якатас тесе эп сирӗнтен сахалтарах кӗнеке вуланӑ пулас, сахалтарах пӗлӳ илнӗ. Сахалтарах ӑслӑ ҫынсемпе калаҫнӑ, хутшӑннӑ. Ни Скворцов, ни ытти паллӑ чӗлхеҫӗ сирӗншӗн сумлӑ ҫын мар. Вӗсем так, ахаль кӑна аппаланнӑ пулас — сирӗн пек шая так-и ҫитеймен... Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 17:15, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
  • Пурне те Ашмарин сăмахсарĕнчен илнĕ темелле. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:26, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
    Ну, илнӗ, тейӗпӗр. Анчах вӗсем мӗншӗн апла пулса тӑнине тишкертӗн-и? Чӑн та япала ячӗ ҫумне -ав/-ев (е -в) хушӑннипе пулнине палӑртрӑн-и? Ахаль те сан ытти тӗслӗхӳсене тишкерсе нумай вӑхӑт ирттертӗм. Эпӗ те хӑй вӑхӑтӗнче ҫавнашкал йӑнӑшсем туса. Калӑпӑр, чи малтан «Чӑваш халӑх канашлавӗ» ят панӑччӗ. Чӑвашла пит аван пӗлмесен, тӗрӗс те йӗркеллӗ пек туйӑнатчӗ. Анчах йӑнӑш пулни пирки каларӗҫ. Эп ыйтӑва тишкертӗм те чӑн та йӑнӑшнине ӑнлантӑм. Тӗрӗс «Чӑваш халӑх канашлӑвӗ» пулмаллине ӑнланса илтӗм. Канашла -> Канашлу -> Канашлӑвӗ. «Канашла» ӗҫхӗлтен, паллах, «Канашлав» пулма пултарать, анчах «Канашлу» вырӑнлӑрах (-у/-ӳ) аффикс тухӑҫлӑрах пулнӑран. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 18:49, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Тишкерме пулать. Анчах та ку ниме те пĕлтермест. Чи кирли — çавнашкал пĕлтерĕшĕпе çывăх мăшăрсем пурри. Татах илсе кăтартатăп тĕслехсем: Шăнкăра — Шăнкăрав. Хăнкăра — Хăнкăрав. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 03:56, 11 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]