Сӳтсе явасси:Самоккасси

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Самоккасси[кодне тӳрлет]

Энциклопедире «Самоккасси» тенӗ. Анатри енчи ял мар вӗт-ха вӑйпах «у» урлӑ ҫырма??? Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 09:23, 23 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Чăннипе каласан, Шупашкар районенче тахçанах о-латса калаçма пăрахнă. Тен, нихçан та ун пек калаçман. Вырăнти калаçури пек çырмалла тени — тĕрĕс çул-йĕр мар. Вăл енне кайсан, Хĕрлĕ Чутая та «Чотай» теме тивет. Шупашкар вырăнне Шопашкар тейĕпĕр-и вара? Литература нормисене тытса пыма тăрашмалла. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 09:36, 23 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Ӑҫта мӗнле: Хорнсор, Хосантай — кунта «о»-па; анчах Хурӑнлӑх, Сархурӑн (вырӑсла Сархорн пулсан та). «Шупашкар районенче тахçанах о-латса калаçма пăрахнă.» — ку тӗрӗс мар, литература чӗлхин витӗмӗ пур пулсан та ман ҫавах «о» пек пулать. «Сархорн» ялне те эп нихҫан «Сархурӑн» темен, никам та кунта ун пек каламасть, «Сархор[ӑ]н» тетпӗр (унти пӗве патне час-часах ҫӳретпӗр). «Пупуй» тени те ҫук. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 09:50, 23 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Вырăсла Самуково вĕт. Вырăсла ята тăвакансем чăвашла ят çине таяннă. У пулнă та, вырăсла та У çырнă. Çав тиексенчен те ăслăрах пуласшăн-и? --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:46, 23 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Эп вӗсен ӑсне пӗлместӗп. Нестеровӑн справочникӗ пур, Чӑваш энциклопедийӗ. Хаҫат-журналсене тишкертӗм: Самоккасси ҫырни те, Самуккасси тени те тӗл пулать. Справочникпа энциклопедире «Самоккасси» тенӗ пулсан — ӑна суйламалла. Ҫын ячӗ вара чӑвашла «Самок» пулнӑ ӗнтӗ. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 11:06, 23 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Пайла та пуçпул тĕллевпе пурнакансем валли паха парне. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:20, 23 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Çынни «Самок» ятлă пулсан, вырăс тиек «СамОково» ят панă пулĕччĕ яла[кодне тӳрлет]

Анчах та вырăсла ят Самоково мар. Вырăсла СамУково теççĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:14, 23 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Ак кунта (ку вӑхӑтлӑ адрес кӑна, кайран урӑх адреспа пулӗ) Шупашкар районӗн энциклопедийӗнчи статья: Самок/Самук тенӗ ҫын ятне. Самоккасси тесе ҫырнине вирьялла пулнӑшӑн кӑна тиркеме кирлӗ мар. Кунта нимле пайланасси те ҫук. Кӗҫтемен вырӑна кӗҫтемелле мар. Юнашарах «Шоркка» ялӗ (Шуркка мар!), инҫе мар — Хурӑнлӑх (Хорӑнлӑх мар [анчах Попой]). Ман «о» е «у» ҫыртарасси мар, шанчӑклӑ ҫӑлкуҫ ҫине таянасси тӗп вырӑнта (Сархорн-а кунта никам та «Сархурӑн» темест, анчах ав, ун пек кӗнӗ… Тавлашмастӑп-ҫке ун тӗлӗшпе). Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 15:37, 23 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Сан пек «каппайланакансемпе» акă мĕн тăваççĕ: Госкомитет по делам национальностей РСФСР на основании имеющихся материалов в декабре 1991 года делает вывод о целесообразности выделения этнической группы "бесермяне" в самостоятельную национальность.[7] Цитата вĕçĕ. Кайран унта чавса çывăх та çыртса илеймĕн пулать. Вăт çакнашкал япала вăл хайхи «кĕçĕтев». --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:50, 23 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Вара ман халь пит хӑвӑрт апи чӗлхине манса сирӗн пек, патӑрьелле, калаҫма вӗренмелле-им? «Шу» теес вырӑнне «шыв» теме пуҫламалла... Вирьялӗсем пӗтчӗр тесе вӑйпах Самоккасси вырӑнне Самуккасси ҫырмалла, Шоркка мар, Шуркка, Сархорн мар, вӑйпах калаҫура хама хистесе Сархурӑн темелле. «Пор», «ҫок» теес вырӑнне «пур», «ҫук» теме тӑрӑшмалла? «Апи» вырӑнне — «анне». Тӑванӑм, ку вӑл фашизм. Ачаран мӗнле калаҫма хӑнӑхнӑ, ҫапла калаҫӑп. Сирӗнешкел «хӑравҫӑсем» (ним ҫук вырӑнта проблема тупакансем) шӑп та шай вирьялсен юхӑмне вӑй параҫҫӗ те. Эпӗ сана «о»-па калаҫма хистеместӗп пулсан эс те мана «у» ҫине куҫма ан хисте! (ун пек малалла кайсан, «Шупуҫҫынни» вырӑнне те, ак, «Шывпуҫҫынни» тесе ҫыртаратӑр… Вирьялла-ҫке! Йӗркеллӗ мар! Хурах!) Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 16:05, 23 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Стандартлă чĕлхене тытса пыма тăрăшмалла. Авă, Станьял та, уни-кунисем шутласа кăларам пекки тăвать, хăй вара, чăннипе, ĕмĕр таршшĕпех чăвашла-вырăсла çăрса калаçнă. Вырăс тиек мĕншĕн СамУково тенĕ? --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:19, 23 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Кун пирки вӑл, вырӑсла ята регистрацилекенскер, хӑйӗн шухӑшне палӑртман ҫав. Апла пулин те ячӗ чӑвашла Самоккасси. Те хаҫатра ҫапла ҫирӗпленнӗ. Те урӑх сӑлтавпа — анчах Нестеров справочникне те, Чӑваш энциклопедине те — ҫак ят кӗнӗ. Шухӑшласа кӑларнӑ ят мар (ав, пӗри Шоково вырӑнне нумай пулмасть Шӑкӑв тесе ҫырса хучӗ…). Нимӗнле чӑвашсене икке пайлас шухӑш та ҫук ман. Справочникре ун пек палӑртнӑ пулсан — ҫавӑнпа усӑ курмалла, ҫав кӑна. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 16:52, 23 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Ав, пирӗн тӑрӑхра тепӗр ят пур — Моҫҫакасси. Вырӑсла Митрофанкасы. Вырӑслипе чӑвашли хӑш чухне пӗр япалах мар. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 16:56, 23 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Митрофанкасы тени Муççакассинчен пулман. Самуково вара Самуккассинчен пулнă. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 22:57, 23 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Ҫакна ҫирӗплетекен ҫӑлкуҫ кӑтарт та — эп хирӗҫ мар. «Самуково вара Самуккассинчен пулнă» — ку эсӗ калани кӑна. Сӑлтавӗсем темле те пулма пултараҫҫӗ (пӗрине илсе кӑтартрӑм ӗнтӗ). Тен, эс шыракан тиек анат енче унччен ӗҫленӗ… Уншӑн ҫапла ҫырма хӑнӑхарах пулнӑ... Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 06:19, 24 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Кулăшла. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:09, 24 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
«Митрофанкасы тени Муççакассинчен пулман» — ӑҫтан пӗлетӗн? Тен, Моҫҫа — шӑп Митрофанӑн хушма ячӗ пулнӑ? Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 06:20, 24 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Кулăшла. Ятпа усă куракан этимологи пирки ытларах чухне шута каймаст. Хушма ятсем лингвистика енчен пĕр япаласем мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:09, 24 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Шу хунсен сăмахĕ, пулас. Пирĕн патра çапла пуплеççĕ. -ыв перссенчен килнĕ, пулас. Viktor (сӳтсе явни) 20:15, 23 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Мĕншĕн шу? Мĕншĕн шО мар? Пăлхар эпитафийĕсенче (14-мĕш ĕмĕр) — шыв. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 23:01, 23 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Тури чӑвашсен пач «у» сасӑ ҫук мар. Танл.: «вотӑ» тата «вутӑ» — иккӗшӗ те пур. Пӗри лит. чӗлхинчи «вутӑ», тепри лит. чӗлхинчи «утӑ». «Шу», «ту» (танл. «Янту» ялӗ) — ку йышши кӗске сӑмахсенче «у» («чуп ту» кунти калаҫура «чоп ту» пек илтӗнет). Ҫавна май пӗтӗм «у» вырӑнне «о» ҫырни вирьялла ҫырни пулмасть (Куҫма Турхан ҫапла тунӑччӗ пулас…). Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 06:13, 24 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Апла пулсан ма Самук теме сехĕрленен вара? --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:09, 24 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
«-ыв» тутарсен витӗмӗ тенӗ пек астӑватӑп. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 06:08, 24 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Епле тутарсен витĕмĕ пултăр, енчен 13-14-мĕш ĕмĕрсенчи эпитафисенчех шыв пулсан? --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:09, 24 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Москакасси яла Мускавкасси çине куçармалла. Çакнашкал куçарни яла хула шайне хăпартĕ, туризм аталанса кайĕ. Ял çыннисем пире тав тăвĕç. Viktor (сӳтсе явни) 20:55, 23 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Москакасси вырăсла та çавăн пекех. Самуккассинче вара вырăсла вариант Самуково е Самуккасы. Сăмах май каласан, хальхи вăхăтра муркашсем те о-па питех калаçмаççĕ чăннипе. Етĕрнепе Хĕрлĕ Чутайĕнче çеç аван сисĕнет темелле. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 22:55, 23 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Сархорӑн ялне илес пулсан — чӑвашла «Сархурӑн» (кун пек каламаҫҫӗ пулсан та), вырӑсла вара — «Сархорн». Ку вариантра, Самоккассипе танлаштарсан, кутӑнла. Нестеровӑн справочникӗпе Чӑваш энциклопедийӗ — сумлӑ ҫӑлкуҫсем, вӗсенчи вариантпа усӑ курма сӗнетӗп. Вӗсенче те йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ пулин те, никӗс пек мӗнле те пулин ҫӑлкуҫ кирлех. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 06:07, 24 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Хыпар-хăнарлăхсем пур. Нестеровăн çеç мар. Анчах вĕсенчен пĕри те универсаллă çăлкуç мар. Çалкуçсем çине кирек кам та таянать. Мĕншĕн тесен никам та пурне те пĕлсе пĕтереймĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:09, 24 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]