Сӳтсе явасси:Сухари савăчĕ

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

«Сухари» текен гипотезăлла категорие ма катертнĕ вара? Сасартăк çавăн пек йыш йĕрекелес тĕсен çĕнĕрен тăвас пулать, такамăн вăхăт ирттерме тивет. Капла тăрсан никама та чăрмантармастчĕ, никама та чышмастчĕ. Тăвас тесен ту, тăвас мар тесен ан ту. Пĕтĕмпех ирĕклĕ. Вырăссенни пек тăвас тесен — пулмасть. Нихçан та! Унта пин-пин çын ĕçлет, çавăн чухлĕнех тĕрĕслесе тăраççĕ. Статьсен шучĕ тата калăпăшĕ те, паллах, пысăкрах. Яланах çапла пулĕ. Чăваш Википедийĕ Вырăс Википедийĕн копийĕ мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:10, 26 Кăрлач уйăхĕн 2021 (UTC)

Тĕрĕс. Вырăсла википедире пăхса тăракан чылайрах. Унта вĕсем йĕркелесе тăраççĕ. Эпир хамăр патра йăнăш тусан, кам тӳрлетсе парĕ? Категорисене çитеклĕ çеç кĕртес пулать. Купалама кирлĕ мар. Категорисен архитектурине пăхăнмалла. Метакатегори, категори, кĕçĕн категори etc. Çĕтсе кайăпăр кайран. Саппас çу мăнтăрлатать анчах, çивĕч хусканма памасть. Категорисем интервикиленсе пынипе статьясене тупма ансат пулĕ. Viktor (сӳтсе явни) 20:23, 26 Кăрлач уйăхĕн 2021 (UTC)

Турлетмелле[кодне тӳрлет]

Суххари темелле мар-ши? Халăх ака-сухана тухнă (урăхла илтĕнет, пĕрпек çыратпăр). Viktor (сӳтсе явни) 15:12, 8 Ака уйăхĕн 2021 (UTC)