Сӳтсе явасси:Такана

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Юлашкинчен калани[кодне тӳрлет]

Юлашки вăхăтра пирĕн çĕр-шывра питĕ нумай кăткăс ыйту пухăннă. Чи малтанах-пĕчĕк ĕç укçи,колхозсем тата совхозсем пĕтни, ялсем пĕтни. Питĕ йывăр пăхма шкулсем хупăнни çине, ĕçлемен клубсем, ĕçекен çамрăксем çине. Ялсенче ватă çынсем кăна юлаççĕ, çамрăксем вара хуласене тухса каяççĕ. Мĕн тумалла-ши?

Ман шутпа,чăвашсен пуласлăхĕ пысăк, мĕншĕн тесен халăхăмăр хăйĕн шалти хăватне çухатман, çухатма шутламасть те.

Юлашки çулснче сахал мар çитĕнÿ тунă:ялсенче газ кĕртнĕ,çулсем сараççĕ, кил-çуртсене шыв кĕртеççĕ. Ял çыннисем çĕнĕ кил-çуртсем хăпартаççĕ.

Ку тĕлĕшпе патшалăхăн тата ытларах ĕçлемелле. Ялсенче халăх пурăнма юлтăр тесен, пурнăç шайне хулари пурăнакансемпе танлаштармалла. Çамрăксем валли нумайрах ĕç вырăнĕсем кирлĕ. Клубсене юсамалла. Çамрăксен пуш вăхăтне ирттерме спортзалсем кирлĕ.

Эп Такана ялĕнче çуралнипе мухтанатăп. Эп шутланă тăрăх манăн тăван ен малалла тирпейленĕ, пуянланĕ,лайăхланĕ. Хам эп вăй çитнĕ таран яла пулăшăтăп. «Эпир пулнă, пур, пулатпăр.»

Тĕп сăмах — ял ячĕ мар[кодне тӳрлет]

Тĕп сăмах — ял ячĕ мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:30, 2 Кăрлач уйăхĕн 2021 (UTC)