Контент патне куҫ

Сӳтсе явасси:Тани Юн

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Тани — ят, Юн — (псевдо)хушамат. Ак вырăсла Википедире хушамат хыççăн хÿреллĕ пăнчă лартаççĕ. Сăлтавĕ: вулакан хушаматпа ята 100% майпа уйăрса илме пултартăр. Чăвашла Википедире апла туманнипе килĕшме те пулать. Анчах та акă Тани Юн. Статьяра малтан хушамата кăтартаççĕ, унтан — ята. Юн Тани. Анчах та чăннипе апла каламастпăр. Çапла вара хайхи хÿреллĕ пăнчăна кун пек чухне лартмах тивет. Ак тепĕр тĕслĕх — Мĕтри Юман --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:38, 14 Нарăс уйăхĕн 2016 (UTC)

Чăн та, урăхларах тĕслĕхсем те пур — Саша Чёрный --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:57, 14 Нарăс уйăхĕн 2016 (UTC)

Татах çавнашкал тĕслĕхсем: [Мата Хари], Максим Горький

Хӳреллĕ пăнчăна лартас пирки маларах та калаçнăччĕ, пĕтĕмпех пĕр тĕслĕ тăвас тесен, мĕнпур пайăр çын пирки статьяна улăштарас пулать. Кам хăй çине илет çак йывăрлăха? Viktor (сӳтсе явни) 18:13, 14 Нарăс уйăхĕн 2016 (UTC)
  • Нимĕн те улăштарма кирлĕ мар! Мĕнле пулнă — çапла хăвармалла. Тишкерÿ çакна кăтартса пачĕ: чăннипе çынсем апла та, капла та тăваççĕ. Хушаматне хулăм шрифтпа палăртсан, авă, хÿреллĕ пăнчине пачах лартмаççĕ. Тата ытти те, тата ытти те.... Çапах та псевдонимсене чăн ятсемпе улăштарассишĕн никам та хĕрĕнсе çÿремест. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:27, 14 Нарăс уйăхĕн 2016 (UTC)

"Сумлăрах" энциклопедисенче эп каланă пек тăваççĕ ытларах чухне... Кунта эт никампа та тавлашмастăп. Ыттисем епле тунине çеç шута илетĕп. Пурнăç кăтартса парать: чăннипе апла та капла та майлаштараççĕ иккен... --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:21, 14 Нарăс уйăхĕн 2016 (UTC)

Тани Юн страницӑна сӳтсе явма пуҫла

Сӳтсе явма пуҫла