Сӳтсе явасси:Тоннельре чуптуни

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Кунта чуптăву тенине чуптуни тесе улăштарни — тĕрĕс мар тата пысăк йăнăш пулать. Ун пек хăтланмаççĕ. Чăваш Википедийĕ алра тесе иртĕнсе каймалла мар. Кунашкал улăштарма рационаллă нимĕнле сăлтав та çук, пулма та пултараймасть. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 06:24, 28 Чӳк уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]

Ăнлантарса пани[кодне тӳрлет]

Енчен те улăштарсах тесен те, кунта чуп туни тенине ятарласа пĕрлештерсе çыраймастăн. Мĕншĕн тесен чăваш чĕлхинче кунашкал йĕркелÿсене (иртнĕ вăхăт причастийĕн туртăм категорийĕнчен пулнисене) пĕрле çырас йăла çук. Темĕнле çĕнĕ ăнлав патне илсе пымасть унашкал форма. Çĕнĕ ăнлав патне илсе пыраканнисем пек вара -у/-ÿ тата -ав/-ев аффикссем пулаççĕ. Шăпах çавăнпа чуптăву тенĕ те кунта. Мĕн каласан, кинофильм ячĕ. Ăна сумлăрах тума тăрăшмалла. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 06:32, 28 Чӳк уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]

  • Енчен те тоннельре чуп туни темелли ят шутланнă пулсан, вырăсла вăл «целование в тоннеле» пек курăннă пулĕччĕ. Анчах та вырăсла ун пек мар, вырăсла — поцелуй в тоннеле. Целование тата поцелуй. Пур-и вĕсен хушшиче уйрăмлăх? Пур. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 06:44, 28 Чӳк уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]
    • Мĕнре-ха целование тата поцелуй хушшичи уйрăмлăх тесен, акă мĕн курăнать. Малтанхи — процесс. Самаях вăрах вăхăт хушши пыраканскер. Тăсăмлă. Поцелуй вара — пулнă та иртнĕ. Самантлăх япала. Чуп туни тата чуптăву тĕлĕшпе те çавнашкалах темелле --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 06:52, 28 Чӳк уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]