Сӳтсе явасси:Трапецисен меслечĕ

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Мӗн тери ӑнман терминсем-ҫке![кодне тӳрлет]

«улшăнавçăллă» — сийлӗ-сийлӗ аффикссем хушнипе пит ӑнӑҫлӑ термин пулнӑ-им? «Тăваткаллатавла» — ку мӗнле йӗркеленнӗ? «улшăнавçăллă» — ку ӗнтӗ, «улшӑнавҫӑ» ҫумне хушӑннӑ. Паллӑ ячӗ ун пек йӗркеленет. «Улшӑнавҫӑ» мӗнле? Кун пеккисем япала ячӗ ҫумне сыпӑнса йӗркеленеҫҫӗ, апла «улшӑнав» сӑмах ҫумне сыпӑннӑ пулас. Унсӑр пуҫне «-ҫӑ» сыпӑнса йӗркеленнисем ытларах чухне ҫынпа ҫыхӑннӑ. Юрӗ, хальлӗхе кӑна шута илмӗпӗр, «улшӑнав» мӗн иккенне ӑнланма тӑрӑшар. Пуҫа тӳрех «улшӑн» ӗҫхӗл пырса кӗрет... Анчах «улшӑн» ҫумне «-в» аффикс хушӑнаймасть. Ӗҫхӗл ҫумне «-ав»/«-ев» хушӑнса ҫӗнӗ япала ячӗ пулмасть... Мӗнех, Ellodanis5-шӑн ҫавах вӗт, чӗлхе нормисем саккун мар. Хушас тенӗ — йӗркеленӗ... Термин тӑвасси вӑл интегралсене ӑнланасси мар-ҫке… Каять, чӑвашла пуринчен та аван пӗлет вӗт! Тата кутӑнлӑхӗ пур — йӑнӑш ҫине кӑтартсан та нихҫан йышӑнмасть. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 12:01, 12 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

матчасть пĕлес пулать. Улшăнавçă вăл — улшăнакан япала. Улшăн çумне хутшăнаймасть, анчах -ав аванах çыпçăнать. Мĕн хутшăнайманни пулма пултарать унта? Нимĕн те! Халлапсем шутласа кăларма кирлĕ мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:17, 12 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
«матчасть пĕлес пулать.» — пӗлмелле ҫав. «-ав» аванах ҫыпҫӑнмасть ҫав. Ҫавӑнпа юттӑн илтӗнет те. Саншӑн, паллах, йӗркеллӗ. «Матчасть пӗлес пулать» темелле кӑна мар, чӑн та пӗлмелле. Унсӑрӑн «йӗркеллех ҫыпҫӑнать» тесе ҫеҫ тӳрре тухма пулать. Чӑннипе вара ҫыпҫӑнмасть. Пӗр «ҫырав» кӑна исключени пек пуҫа килет (анчах исключенисене тӗп йӗрке шайне хӑпартасси йӗркеллӗ япала мар-ҫке). Унта та пулин «ҫыра» сӑмах пуртан ҫав сӑмах ҫумне ҫыпҫӑннӑ теме пулать. Ҫавна май ытлашши юттӑн илтӗнмест. Уҫӑ сасӑсӑр ӗҫхӗл ҫумне ҫавах -у/-ӳ хушӑнать: улшӑн+у — йӗркеллӗ, юттӑн мар илтӗнет. -ҫӑ/-ҫӗ — ҫын ӗҫне палӑртать, ҫавна май улшӑнуҫӑ, мӗнле те пулин улшӑнусем тӑвакан ҫынне палӑртакан сӑмах ҫуралмалла пек, анчах кунта «улӑштар» ӗҫхӗл мала тухать (вӑл хистекен аффикслӑ глагол): улӑштар+у+ҫӑ. Улшӑнакан япалана ҫак формӑпах тӑвас тесен «улшӑн+у+ҫӑ» вырӑнлӑрах, анчах кунта «улшӑн+у+ллӑ» паллӑ ячӗ вырӑнлӑрах пулса тӑрать. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 13:24, 12 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Пыйтă шыраса ларас вырăнне....[кодне тӳрлет]

Пыйтă шыраса ларас вырăнне, чăваш чĕлхине «строительство» сăмахăн эквивалентне кĕртме тытăнмалла. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:22, 12 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

«Строительство» та чӑваш сӑмахех. Вырӑс сӑмахӗсенчен «йӗрӗнекенсем» валли «Чӑваш халӑх сайтӗнче» «ҫурт тӑвӑм» тенипе усӑ куркалатпӑр. Тӗслӗхрен, «Ҫурт тӑвӑм техникумӗ». Анчах пур чухне те усӑ курма май ҫук унпа… Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 13:26, 12 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)е[хуравла]
Вырăс сăмахĕ е чăваш сăмахех? Апла е капла? Икĕ тезис кăларса тăратрăн та. хăшĕ вĕсенчен тĕрĕсси? --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:04, 12 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]