Контент патне куҫ

Сӳтсе явасси:Тривиаллĕ ят

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Сингармонизм

[кодне тӳрлет]

Чӑваш чӗлхин сингармонизмӗ ҫавах ӗҫлемелле пуль? Ют сӑмахсенче ытларах чухне хытӑ саспаллисемпе усӑ кураҫҫӗ, хӑш чухне кӑна, вӗҫӗ ҫемҫе пулсан, ҫемҫе вариантпа усӑ кураҫҫӗ. Танлаштарма: «юбилейлӑ», анчах юлашки вӑхӑтра ытларах «юбилейлӗ» ҫырма пуҫларӗҫ. Укҫа конверчӗ кӑларнӑ чухне эпӗ ытларах хӑнӑхнӑ вариантпа усӑ куртӑм: «Юбилейпа». Кунта вара пач сингармонизм сакунне пӑснӑ, «-лӗ» вариантпа усӑ курнӑ. Е «тривиальлӗ» тесе ҫырмалла. Ҫемҫелӗх паллине ҫемҫе сӑмахсенче кӑна ҫырмаҫҫӗ: «кил» (киль мар), «пехил» (пехиль мар), «мехел» (мехель мар). Хытӑ сӑмахсенче ҫемҫелӗх паллине лартаҫҫӗ: «выльӑх» (вылӑх мар), «халь» (хал мар) тата ытти те. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 16:57, 14 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Тривиаллă вариант каймасть-и? Сингармонизм чĕлхене мелодика парать, сăвăсенче хитре майлашăнать. Viktor (сӳтсе явни) 18:40, 14 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Эп те ҫапла ҫырма сӗнетӗп. «Тривиальлӗ» (тӗрӗс ҫырас пулсан) — кӑшт юттӑнтарах илтӗнет. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 19:00, 14 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]