Сӳтсе явасси:Тымарçимĕç

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Персе пăрах, тĕрмене хуп, çĕçĕпе чик — анчах дефиспа ан çыр. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:38, 14 Нарӑс уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]

Тымарçимĕç пĕрле çырмалла. Ниепле те дефиспа çырмалла пулма пултараймасть. Пахчаçимĕç пĕрле çырмалла. Ниепле те дефиспа çырмалла пулма пултараймасть. 75-мĕш параграф тата ыттисем. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:11, 14 Нарӑс уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]

75§, тĕрĕс çырмалли йĕрквсем[кодне тӳрлет]

Текста тӗрӗс ӑнланма чӑрмантарман чухне сӑмах майлашӑвӗсене уйрӑм çырмалла. Ҫапах та ҫынсен ӑс-тӑнӗнче чылӑй сӑмах ушкӑнне вӗсен пӗлтерӗшӗпе формине кура пӗр сӑмаха пӗрлештерес туртӑм пур. Ҫак туртӑмпа килӗшӳллӗ, ку таранччен пӗрле ҫырма хӑнӑхнӑ сӑмахсене малашне те ҫаплах ҫырма юрать: авӑнҫи, айсарӑм, акапуҫ, акатуй, акаҫи, алӑсталӑх, алӑстаҫӑ, ӑлӑсти, алӗҫ, алпалли, алҫыру, алылмаш, арҫын, арҫури, амаҫури, атпӑри, ӑҫтиҫук, ӗҫкунӗ, кӗлту, кӗраки, мӑнакка, мӗнпур, пурпӗр, пуҫхӗрлӗ, сакай, сӑнӳкерчӗк, сӑхсӑх, сухапуҫ, ҫӑматӑ, ҫӗршыв, ҫураки, ҫутӗҫ, улатакка, хӗрача, хытхура, чӗрҫитти, чупту, шурӑмпуҫ, шурут; тунтикун ... вырсарникун; вунпӗр ... вунтаххӑр, сакӑрвуннӑ, тӑхӑрвуннӑ, икҫӗр ... тӑхӑрҫӗр; икчӗлхелӗх, пӗрпеклен, ҫулҫӳрев, тавракурӑм, тӗлпулу т. ыт. те. Пӗрле ҫырассине текста тӗрӗс те уҫӑмлӑ ӑнланӑссипе ҫыхӑнтармалла: пӗр кун — пӗркун (хальтерех), пӗр май — пӗрмай (ялан), ҫур утрав (утравӑн ҫурри) — ҫурутрав (материк пайӗ); ҫур ҫӗр (талӑк саманчӗ) — ҫурҫӗр (тавралӑх енӗ), арҫын ача (ар ҫын ача ҫырни ӑнланма йывӑрлатнӑ пулӗччӗ) т. ыт. те. (с) --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:18, 14 Нарӑс уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]

74-мĕш параграфра вара дефиспа çырасси пирки сăмах. Мĕнпурĕ 7 (çичĕ) пункт. Пĕри те Пахчаçимĕç е Тымарçимĕç йышшисем патне пырса перĕнмеççĕ --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:23, 14 Нарӑс уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]

74§, тĕрĕс çырмалли йĕрквсем[кодне тӳрлет]

74§. Дефиспа ҫырмалла: 1. Ик хут калакан сӑмахсене: пысӑк-пысӑк, хӑш-хӑш, тӗлме-тӗл, ларсан-ларсан, пин-пин, ҫӳрерӗ-ҫӳрерӗ, ҫултан-ҫул, хӑш-хӑшне. 2. Сӑмахӑн пӗр-пӗр пайне икшер хут каланӑ чух: ҫӗп-ҫӗнӗ, кӑн-кӑвак, ҫап-ҫамрӑк. 3. Мӑшӑр сӑмахсене: уй-хир, шыв-шур, лару-тӑру, ватӑ-вӗтӗ, хаҫат-журнал, виҫ-тӑват, паян-ыран, шӑй-шай, йӑлтӑр-ялтӑр, хӑр-хар, ай-уй, хӑшӗ-пӗри, хӑш-пӗр. 4. Пӗр тан ӑнлава палӑртакан сӑмахсен пӗрлешӗвне: чӑвашла-вырӑсла-венгрла (словарь), шурӑ-кӑвак-хӗрлӗ (ялав). 5. -Ха, -ҫке, -и, -ши, -им, -шим,-мӗн, -тем, -тӑр(-тӗр), -иҫ татӑксене: вула-ха, ҫӗнӗ-ха, вӑл та-ха, аван-ҫке, эсӗ те-ҫке, пур-и? килте-и? сывах-ши? вӑл та-ши? таврӑннӑ та-мӗн, пӗлнӗ-тем, ӗлкӗрет-тӗр, кунтах-иҫ. 6. Шухӑш енчен пысӑк пӗлтерӗшлӗ сӑмаха: пы-ысӑк ҫурт, вӑ-ӑрӑм ҫул, ва-атӑ карчӑк, ҫӳ-ӳрет пахчара, ла-аратъ тӗпелте. 7. Аффикс йышӑннӑ араб цифрине: майӑн 9-мӗшӗ, октябрӗн 7-мӗшӗ, 3-мӗш ретре, 15-шер тенкӗ. (с) --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:42, 14 Нарӑс уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]