Сӳтсе явасси:Уйăх (Çĕр çулташĕ)

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ҫулташ = ҫула пӗрле тухнӑ ҫын. Ҫавна май кунта вӑл пач каймасть. Вырӑнсӑр. Тӗнче уҫлӑхӗнчи унашкал япаласем валли «Уҫлӑхташ» термин сӗннӗччӗ. Унсӑр пуҫне «Ҫӗр уҫлӑхташӗ» ҫителӗксӗр пуль. Планета ячӗ чӑвашла «Ҫӗр чӑмӑрӗ», ҫавна май «Ҫӗр чӑмӑрӗн уҫлӑхташӗ» теме сӗнетӗп. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 09:07, 9 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Уйăх уçлăхра Çĕрпе пĕрле (çулташ пулса) куçать[кодне тӳрлет]

Халь вара çав -таш аффикс еплерех «ĕçленине» пăхса тухар. Пĕр ретре тăраакан ăнлавсем пур: Пĕрремĕш Чăваш, Иккĕмĕш Чăваш, Виçĕмĕш Чăваш, Тăваттăмĕш Чăваш, .... Камсем вĕсем? Йăхташсем. Вĕсене мĕн пĕрлештерсе тăрать? Пĕрлештерекенни — йăх. Пĕр йăх.

Ентеш тенинче ен пĕрлештерет. Пĕр ен. Пĕр енрен. Пĕр енри çынсем. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 23:41, 24 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Спутниксене мĕн пĕрлештерет? Уçлăх-и? Çук, вăл мар. Ытлашши анлă ăнлав. Тĕнчере мĕн пурри — пурте уçлăхра. Спутниксем çеç мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 23:41, 24 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Эппин мĕн пĕрлештерет-ха спутниксене? Вĕсене çул çеç пĕрлештерме пултарать. Пысăкрах ĕскерĕн çулĕ. Пурте вĕсем пысăкрах ĕскер тавра çаврăнаççĕ. Кашни хăйĕн орбитипе, анчах хайхи ĕçкер тавра. Çав вăхăтрах вĕсем леш пысăк ĕскертен хăпмаççĕ. Тĕнче уçлăхĕн талккăшĕнче Çĕр чăмăрĕ ăçталла каять, Уйăх та çавăнталлах талпăнать. Вăл, тавра çаврăнть, çавăнпа пĕрлех, Çĕртен хăпса пач урăх еннелле пăрăнса кайма пултараймасть. Çавăнпа Уйăх — Çĕрĕн çулташĕ. Уйрăлми çулташ. Çĕр тавра çаврăнкана космос карапĕсем те — Çĕрĕн çулташĕсем. Çĕр тавра вĕçеççĕ, анчах унран хăпмаççĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 23:41, 24 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]