Сӳтсе явасси:Хăвăлсемлĕ кремний

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Тепӗр ӑнман термин[кодне тӳрлет]

«нумай-нумай хӑвӑлсенчен» чӑваш нихӑҫан та каламасть. «Нумай» тенӗ чухне тӳрех паллӑ — кунта нумайлӑ хисеп пирки сӑмах пырать. Ҫавӑнпа нумайлӑх аффиксӗ нихҫан та хушӑнмасть. «Хӑвӑллӑ» пулма пултарать, анчах «хавӑлсемлӗ» — ҫук. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 19:05, 18 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Урăхла нимле те калаймасăн ăна. Словарьсенчен хатĕр сăмахсем пур ĕнтĕ. Калăпăр, кăпăш, кăпăшка, хăлтă, йăшăк. Анчах вĕсем, пĕр енчен, чылай чухне питех паллах мар, тепĕр енчен, мĕн пирки каланине ăнланса илме йывăр. Анчах та хăвăлсемлĕ тенипе те ним те пулмасть. Ун пек конструкципе ытти ун евĕрлĕ тĕслĕхсенче те усă курмалла пулать. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:19, 19 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]