Контент патне куҫ

Сӳтсе явасси:Хасар хаканлăхĕ

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Мĕншĕн хаканачĕ???????? PCode 15:21, 5 юпа 2007 (UTC)

Вырăс викинче çапла çырнине (каганат) куртăм, вара малтан та çаплах кăтартрăм. Ун чухнех çак сăмах мана иккĕлентерчĕ, чăваш сасăллĕ пулманшăн. Хам тĕллĕн шутласа хăтланас мар тесе вырăс майĕпе лартрăм. Каярахпа (ĕнер çеç) Юхма Мишши мĕнле çырнине куртăм та вара вăл мана чăн авалхи чăваш сăмахĕ пек туйăнчĕ. Танайçи пăлхарĕсем хаганат теççĕ, вырăссемпе тутарсем каганат теççĕ (вырăс чĕлхине вăл тутар чĕлхи урлă кĕнĕ пулас). Чăвашла "хаканат" тĕслĕ çырсан та "к" хыттăн янăрать, мĕншĕн тесен, ик енче уçăмлă "а" хăватне çĕклеççĕ. Мĕншĕн пĕрремĕш сасси "х" ("к" вырăнне)? "Каканат" тесе çырсан... е "хаганат"... Татах çырсан, "х" сасăпа пăлхарсем те çак сăмаха пуçлаççĕ тата "хан" палăрту та çак еннеллех сулăм парать. Çакăн пек шухăшсем. Viktor 16:05, 5 юпа 2007 (UTC)
Эпĕ пулсан "каганат" тесе çырăттăм. Ун пекки ыйтусене малтан ыттисемпе сӳтсе явмалла пулĕ. Чăваш канашлăвĕнче ыйтас-ха, çынсем мĕн шутлаççĕ. PCode 17:51, 5 юпа 2007 (UTC)
Тĕрĕксен сăмахĕсене тишкернĕ хыççăн: Енчен те каган камне тĕпе хурсан, тен, хаканлăх пулать? Хан — ханлăх, хакан (хансен пуçĕ) — хаканлăх? PCode 07:24, 7 юпа 2007 (UTC)

Çавăн пекех пăхăр

[кодне тӳрлет]

Ку статьясем мĕнпе çыхăннă? «Çавăн пекех пăхăр» — ку уйрăма статьяра вырнаçтарма май çук каçăсене вырнаçтармалла. Вĕсем тĕп статьяпа тачă çыханура тăмалла. Сăмахран, Аслă Пăлхарпа Атăлçи Пăлхар. Кусем вара нимĕнпе те çыхăнмаççĕ. Вĕсене пĕрлештерекен статья «хакан». Унта лартсан вырăнлă пулать. Кунта вара вырăнсăр. PCode 19:15, 21 юпа 2007 (UTC)

Хасар е Хазар?

[кодне тӳрлет]

мĕнле тĕрĕсрех? ман шутпа хасар, анчах пирĕн хазарсем статья та пур. Пĕрне улăштармалла. --Chavash 20:43, 21 юпа 2007 (UTC)

Хасар чăвашларах. Сăмахĕ авалхи. Viktor 21:24, 22 юпа 2007 (UTC)