Контент патне куҫ

Сӳтсе явасси:Хатĕрлĕш

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

-ăш, -ĕш аффикс кун пек чухне глагол çумне мар, япала ячĕ çумне çыпçăнмалла. Çапла вара, хатĕрлÿ => хатĕрлĕш. Анчах пурпĕрех кунта темле кăлтăк пур пулас. Хатĕрлев => Хатерлевĕш. Çапла аванрах пек. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:14, 2 Раштав уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

  • Ну, юрĕ капла та юрать тейĕпĕр. Ыттисем пирки. Мĕн пулма пултарать «Конструктор документацийĕ»? Конструктор кĕсйинче мĕн пур — çавă: паспорт, çар билечĕ, ĕç кĕнеки, водитель удостоверенийĕ, аслă шкул дипломĕ. Анчах та статьяра сăмах вĕсем пирки мар. Çаванпа та «конструктор документацийĕ» темелле мар. Урăхла каламалла. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 20:47, 2 Раштав уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Çапах та хатĕрлĕш мар

[кодне тӳрлет]

Тусан — тăвăм, тăрсан — тăрăм, палăрсан — палăрăм, курсан — курăм, тивсен — тивĕм, витсен — витĕм, хатĕрлесен — хатĕрлĕм. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 01:00, 3 Раштав уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

«Конструкторская документация»

[кодне тӳрлет]

Кунашкал документацие мĕншĕн çапла калаççĕ-ха? Конструкторăн кĕсйинче е портфелĕнче выртнăран-и? Çук! Иванов, Петров, Сидоров конструкторăн кĕсйинче паспорт, машшынпа çÿремелли права тата ытти документсем пур. Вĕсем чăнах та унăн! Унăнах!

Анчах та изделийĕн документацийĕ — конструкторăн харпăрлăхĕ мар. Ивановăн, Сидоровăн, Петровăн мар вăл. Документаци — изделийĕн! Конструкторская тение вара документацин уйрăмлăхне палăртма çеç хушса хунă. Мĕншĕн тесен конструкторлисĕр пуçне изделин урăхла йышши документаци те пулма пултарать. Сăмахран, нормативла-техникăлла документаци. Конструкторская документация --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:42, 30 Чӳк уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]