Сӳтсе явасси:Хум теориллĕ оптика
Оптика — абстрактлă ăнлав. Унăн нимле «хумĕ» те çук. «Хумла» тени кунта тишкермелли меслете çеç кăтартать. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:38, 31 Утӑ уйӑхӗн 2021 (UTC)
Ла/ ле чăваш чĕлхин структурине пăсаççĕ. Çавăнпа çеç. Абстракцие кашни çын хăйне евĕр (кашни философи шкулĕнче хăйне май) ăнланать. Viktor (сӳтсе явни) 10:51, 31 Утӑ уйӑхӗн 2021 (UTC)
- Паллах, ку уйрăм тĕслĕхре нимле катастрофа та çук, Анчах ыйтăвĕ пур. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:53, 31 Утӑ уйӑхӗн 2021 (UTC)
- Ла/ле формăпа пуплевĕшĕн урăх пайĕсенче усă кураççĕ. Квантла (чăв.) - квантуй (выр.). Хутла - умножь. Чапла - славь. Урăх - другой, урăхла — по-другому. Çӳлелле - вверх, ввысь. Çавăнпа та паллă ячĕ тумалла мар унтан. Юпленсе каять. Шиза евĕр пулăм... Viktor (сӳтсе явни) 11:44, 31 Утӑ уйӑхӗн 2021 (UTC)
- Пач урăх аффикс кирлĕ, е урăхла майлаштармалла. Viktor (сӳтсе явни) 11:47, 31 Утӑ уйӑхӗн 2021 (UTC)
- Хум теориллĕ оптика.Viktor (сӳтсе явни) 12:52, 31 Утӑ уйӑхӗн 2021 (UTC)
- Ансаттăн çеç калама май пур япалана унашкал лаплаттарса хураймастăн. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 05:07, 23 Раштав уйӑхӗн 2021 (UTC)
Хумла оптика
[кодне тӳрлет]Ну, «хум теорийĕллĕ оптика» тенине каялла вырăсла куçарса пăхар — оптика с волновой теорией, оптика на основе волновой теории. Нимĕнле «вырăс» та ансат япалана унашкал хуçкаласа калас çук. Уçăмлă термин çумне унашкал нарратив хушса çырни ним тума та кирлĕ мар. Вăл — анекдотсенче култарса вĕлермелли япала çеç пулма пултарать. «Хумла оптика» тени — пĕртен-пĕр тĕллĕхлĕ тĕп-тĕрĕс термин. Пурте яр уçă. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:35, 15 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)