Контент патне куҫ

Сӳтсе явасси:Хункăри

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ҫук Хункӑри!!!!

[кодне тӳрлет]

Мӗн парать сире Венгри вырӑнне Хункӑри ҫырни? Ытти чӑвашсем ан ӑнланччӑр тесе ҫапла тӑватӑр-им? Хӑш хаҫатра, хӑш телекӑларӑмра Хункӑри теҫҫӗ? Хӑш словарьте ҫапла ҫырнӑ? Эсир иксӗр кӑна Википедине тултараймастӑр-ҫке!!! Ҫавӑн пек ӑнланмалла мар ҫырнӑран чӑвашсем Википедине килесшӗн мар. Хункӑри, Икӗпӑт тесе ҫырнисене кураҫҫӗ те лач! сурса хупаҫҫӗ! Пушкӑртсемпе тутарсем кӑн мар, ыттисем те пирӗн тен иртсе кайнӑ. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 16:09, 26 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Николай, укçа парсан çырма килеççĕ, пуль. Пачах çакăншăн мар. Viktor (сӳтсе явни) 16:28, 26 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Аха, ытларах ӑнланмалла мар ҫырӑр — купипе, ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе килӗҫ (эп кӑна йӗкӗлтесе калатӑп). Ҫавна куратпӑр та мар-и? Килекенсене пурне те хӑвалатӑр. Йӗрке кирлӗ тесен тӳрех — хирӗҫ. Йӗрке пулсан ара кун пек хӑтланаймастӑр-ҫке…
Эп ӑнланатӑп, эсир чӑвашла тӑвасшӑн, вырӑсла ан пултӑр тесе. Фактически вара ҫакӑнпа ытти чӑвашсене сивӗтетӗр кӑна. Вӗсем вара ҫавна май чӑвашла вулас вырӑнне вырӑслине уҫса вулаҫҫӗ — унта ӑнланмалла мар Хункӑрисемпе Икӗпӑтсем ҫук-ҫке… Ҫак япалана сире мӗнле ӑнлантарса ҫитермелле? Апла та капла та ӑнлантарса пама тӑрӑшатӑп — ҫук, ҫавах хӑвсамӑрлах тӑватӑр. Администраторӑн йӗрке тума тӑрӑшмалла, ун вырӑнне вара чӗлхе тӗлӗшпе вандализмпа хӑтланатӑр… Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 16:36, 26 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Никама та хăваламан. Усал сăмах çыракансене çеç. Илдониса та пĕрре те курорта яман. Чăтатăп шăл çырса. Николай, тепĕр проект та тума пулать: Викисăмахсар. Никам та хăтланасшăн мар. Вăхăт/кăмăл пулсан, хăтланас пулать хамăнах. Viktor (сӳтсе явни) 16:44, 26 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Викисӑмахсар ҫиелтен пӑхсан кӑна пит ҫӑмӑл ӗҫ пек курӑнать. Вырӑссен те вӑл йӗркеленсе ҫитмен. Ашмаринӑн словарьне хатӗрлеме мӗн чухлӗ ҫын хутшӑннӑ! Скворцов на словарьсемпе кунӗн-ҫӗрӗн ларнӑ. Вӗсемпе ларас пулсан мӗнпур ӗҫе пӑрахса вӗсемпе кӑна аппаланмалла. Ак эп нумай пулмасть топонимсен словарьне хатӗрлеме пуҫларӑм. Пӗр 10 пин яхӑн пулмалла унта. Анчах хальхи вӑхӑт тӗлне 255 таран кӑна ҫитнӗ. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 17:14, 26 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Ĕç «ăнланни» е «ăнланманни» пулнинче мар

[кодне тӳрлет]

Ĕç «ăнланни» е «ăнланманни» пулнинче мар Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:37, 26 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Венгри вырăнне Хункăри тенин тĕллевĕ паллă мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:46, 26 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Вӑл тӗп вырӑнта пулмалла. Унсӑрӑн пустуй ӗҫ туни кӑна. «Кӑна тара сӑмах кирек мана пӗтес тултар» — ак, калӑпӑр, йӑлт чӑваш сӑмахӗсем. Анчах пач ӑнланмалла мар сӑмах купи. Эсир хӑварӑн Хункӑри пеккисене кашни кун вуласа хӑнӑхнӑ та вӗсем сирӗншӗн йӗркеллӗ сӑмахсемех. Ыттисем вара эсир ҫырнине эп ҫӳлерех илсе кӑтартнӑ тӗслӗх пек кураҫҫӗ — вӗсемшӗн вӑл пач ӑнланмалла мар сӑмах купи. Ун пеккине кураҫҫӗ те, «ӑнланма май ҫук» тесе хупаҫҫӗ. Ӗҫӗ сирӗн пур, кунсерен темиҫе статья хатӗрлетӗр, анчах ҫав ӗҫӗн усси пач ҫук пулса тухать. Кирлӗ-и ун пек ӗҫлени? Википеди ирӗклӗ тени пачах сӑмах купи ҫырса тултарнинче мар-ҫке. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 17:09, 26 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Венгри вырăнне Хункăри тенин тĕллевĕ паллă мар.. Тата мĕн кирлĕ??? --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:20, 26 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Идиш (нимĕç чĕлхипе тăванлă) — вилĕ чĕлхе. Суржик вăл — макаронизм. Иврит — ятарласа чĕртсе тăратнă чĕлхе. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:25, 26 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Эпир кунта чăвашла калаçакансем, эсир унта тем чăваш суржикĕ варианчĕпе калаçаттăр. Пуç мимине пачах шухăша путарасшăн мар. Еврейсен те ивритсĕр пуçне, идиш пур. Йĕрме/йĕрĕнме кирлĕ мар. Viktor (сӳтсе явни) 17:16, 26 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Эп «Хункӑри» тесе ҫырмӑп

[кодне тӳрлет]

Мана ҫапса пӑрахсан та эп Хункӑри тесе ҫырмӑп. Ытти чӑвашсем те ун пек ҫырмӗҫ. Вара вӑйпа вӗсен хыҫҫӑн тӳрлетсе пырасшӑн-и? Хайхи Виноградов пек вӑйпа «ҫӗр-шыв» сӑмаха дефиспа уйӑрттарнипе пӗрех ӗнтӗ ку. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 17:19, 26 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Венгри вырăнне Хункăри тенин тĕллевĕ паллă мар --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:28, 26 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Чăваш Википедине çынсем епле лекеççĕ?

[кодне тӳрлет]

99% чухлĕ тăслĕхре — вырăсла Википеди урлă. Вырăсла Википедие кĕрет те çын — сулахай енче чĕлхесен ят-йышне курать. «Чăвашла» тенине курать те — «Тавай çавăнта кĕрсе пăхас!!!» — тет. Çапла тăвать те! Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:32, 26 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Кашничех статьяна кĕрсе пăхакансен шутне сăнама сĕнетĕп. Питĕ кăсăклă! --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:34, 26 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Çаванпа та ытти чĕлхесемпе çыхăнтарма манмалла мар. Ку тĕлĕшпе бот çине çеç шанни — йăнăш. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:36, 26 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]