Контент патне куҫ

Сӳтсе явасси:Хурату

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ятне Черногори ҫине улӑштармалла

[кодне тӳрлет]

Мӗншӗн тесен Хурату тесен никам та ӑнланмӗ! Кирлӗ мар япаласене чӑвашлатмалла мар. Википедипе халӑх усӑ курмалла, ӑнланмалла мар чӑвашла ҫырса тухнипе мар мухтанмалала. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 07:15, 30 Авӑн уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

@PCode нумай чӗлхесенче ку ҫӗршыв ятне куҫарса параҫҫӗ. Ҫавӑнпа эпир те куҫаратпӑр. Чӑвашла калаҫакан кашни ҫын ку мӗне пӗлтернине ӑнланма пултарать. Пирӗн чӗлхе пуян. Шухӑшлатӑп! Max Tenche (сӳтсе явни) 19:53, 30 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Хурату мӗн икенне ыйт-ха ахаль ҫынран. Пӗр-пӗр ту ячӗ пуль тесе шутлӗҫ. «Шурӑ ту», «Ылттӑнту» (Алтай ҫапла пулса тӑнӑ) евӗр. Ку ҫӗршыва таҫта та Чӑваш Республикинче «Черногори» пек пӗлеҫҫӗ. Мӗн тӑвӑн, ҫапла пирӗн чӗлхене вӑл кӗнӗ. Енчен те «Хурату» тенипе Чӑваш Республикинче усӑ курнӑ пулсан — пӗр сӑмах та каламан пулӑттӑм. «Хурату» тенине курсан хам эп пӗр-пӗр Алтай таврашӗнчи ту пуль тесе шутларӑм. Ҫук, иккен, Черногорине ҫапла шаплаттарса ҫырса хунӑ… Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 17:15, 31 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

«Куçармалла» мар, ят ăсталамалла

[кодне тӳрлет]

Куçармалла мар, ят ăсталамалла Ellodanis5 (сӳтсе явни) 20:51, 30 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Пурте ӑнланакан ятпа усӑ курмалла кӑна. Мӗн тума ят ӑсталамалла? Вырӑсла ан пултӑр тесе кӑна вӗт! Пинӗмӗш хут калатӑп: Википеди чӑвашла ӑнланмалла япала пулмалла! Чӑваш сӑмахӗсен купи мар. Википедипе усӑ курмалла, вӑл «ав, пирӗн ун пек япала пур!» темелӗх усӑ курӑнмасӑр йӑваланса выртмалла мар. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 17:18, 31 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

«Пурте ăнланакан» тени вăл вырăсла çеç калаçма чĕнсе каланине пĕлтерет --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 20:27, 31 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Эп «вырӑслине» темен-ҫке. «Пурте ӑнланакан» тенӗ. Мӗн тӑвӑн, эпир Раҫҫей тулашӗнче пурӑнмастпӑр. Ҫавна май чӑваш чӗлхинче «Черногори» ҫирӗпленнӗ. «Хурату патшалӑхӗ» пекки Чӑвашра ҫирӗпленнӗ пулсан эп унпа усӑ курма ыйтнӑ пулӑттӑм. Никам та ӑнланман «Хурату»-сене ҫырсан эпир фактически ҫынсене вырӑсли ҫине куҫма хистетпӗр. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 08:53, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Црна-Гора

[кодне тӳрлет]

Црна-Гора Ellodanis5 (сӳтсе явни) 20:30, 31 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Ну, паллах, «Черногори» тени те кайма пултарать. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 06:08, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Вырăссен (эндо)этнонимĕ

[кодне тӳрлет]

Русский. Чăвашла куçарсан — «Руçрисем» тени пулать. Мĕншĕн апла каламастпăр, «вырăс» тетпĕр? Нимĕç — «немой» тенинчен. Эппин чăвашла «чĕлхесĕр» пулать. Каллех: мĕншĕн апла каламастпăр? Ellodanis5 (сӳтсе явни) 04:27, 12 Юпа уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]