Сӳтсе явасси:Хура упа курăк
Курӑнакан калӑплав
Малашне латин чӗлхинчи ятне кӗртме ан манӑр тархасшӑн. Тӗссемпе, ушкӑнсемпе, йышсемпе тата ыт. те асӑрхануллӑн усӑ курӑр. --Andreevart (сӳтсе явни) 19:51, 13 Раштав уйăхĕн 2020 (UTC)
- Пурпĕрех вырăсла текстран куçарса илме тивет вĕт. Вырăсла текстра мĕн пурри чăвашлине те куçать. Начарри те, лайăххи те. Йăнăшши те, тĕрĕсси те. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 09:12, 14 Раштав уйăхĕн 2020 (UTC)
- Вӑл ҫапла-ха, анчах унта та йӑнӑш тӗл пулать, вара акӑлчансем патне кӗркелесе тухатӑп, йӑнӑшне тупса ӑҫта мӗн тӗрӗслеме пулать - тӗрӗслетӗп. --Andreevart (сӳтсе явни) 10:00, 14 Раштав уйăхĕн 2020 (UTC)
Татах та пысăкрах проблема пур
[кодне тӳрлет]Пĕр ÿсентаранах темиçе ятпа калама пултараççĕ тата пĕр ятах темиçе ÿсентарана палăртма пултарать. Мĕншĕн тесен чăваш чĕлхинче ÿсентарансен классификацийĕн ыйтăвĕсемпе никам та аппаланман. Вăл шутра словарь ăсталакансем те. Ку манăн шухăш мар. Михаил Скворцов прахвиссăр хăй çапла каланине пĕрре мар илтнĕ. Вăл чĕрĕ чухне ĕнтĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:38, 14 Раштав уйăхĕн 2020 (UTC)
- Килӗшетӗп. Кайӑксемпе кӑштах ҫӑмӑлрах. Анчах унта та ӗҫлемелли пайтах.--Andreevart (сӳтсе явни) 10:45, 14 Раштав уйăхĕн 2020 (UTC)