Сӳтсе явасси:Чăваш кĕнеке кăларавăшĕ
Чăваш кĕнеке кăларавăшĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:44, 4 Çĕртме уйăхĕн 2016 (UTC)
- Улăштарăр, апла пулсан. Анчах та вырăсла сăмахне унчен çырни нумай. Темле программа пурчĕ Плотниковăн, хăйех улаштаратчĕ. Viktor (сӳтсе явни) 05:26, 5 Çĕртме уйăхĕн 2016 (UTC)
- Вăхăт тупăнсан, вырăсла версине пăхса илеймĕр-и? Ăна кăларса пăрахма статуса лартнă. Статьяна эпĕ çырса кĕртнĕччĕ. Кайран хăйсем нумай хушнă. Çавна вара реклама е спам тесе тиркенĕ. Кăштах тирпейлемелле, ытлашшине хуратмалла. Манăн халлĕхе кун пек кăткăс ĕçпе хăтланма май çук. Тата, çакăн хыççăн, сӳтсе явнă страницăра хăвăрăн шухăша хăварăр (эпĕ те çырăп). Viktor (сӳтсе явни) 06:05, 5 Çĕртме уйăхĕн 2016 (UTC)
Чăваш кĕнеке кăларавăшĕн конкурентсем пур-и?[кодне тӳрлет]
Цитата: <<Çавна вара реклама е спам тесе тиркенĕ.>> Чăвашлăхпа çыхăнтарса е чат чăвашла пичет продукцийĕ кăларса тупаш курас текенсем тата çакăншан кастарса тăракансем питех çук пуль. )) --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 07:27, 5 Çĕртме уйăхĕн 2016 (UTC)
- Вырăсла версири сÿтсеяву патне те сак шухăшах сырса хутамăр. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 07:36, 5 Çĕртме уйăхĕн 2016 (UTC)
Терминсен çыххи[кодне тӳрлет]
Тăр-пĕччен тăракан термин мар "кăларавăш" тени. Çыххипех каять: кăларăм, кăларав, кăларав ĕçĕ, .... --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 19:56, 6 Çĕртме уйăхĕн 2016 (UTC)
- Издание - кăларăм. Издательство - кăларăмăш? Viktor (сӳтсе явни) 08:14, 16 Çурла уйăхĕн 2016 (UTC)
- "Издание" вырăс сăмахĕн хăйĕн темиçе пĕлтерĕш: 1)уйрăм кĕнеке, брошюра т. ыт. те., чăвашла кăларăм; 2)кĕнекесем кăларнин процесĕ, чăвашла кăларав. "Издательство" тенĕ чухне процесс пирки каланă. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:29, 16 Çурла уйăхĕн 2016 (UTC)
- Çапла-çапла. Viktor (сӳтсе явни) 10:52, 16 Çурла уйăхĕн 2016 (UTC)
- "Издание" вырăс сăмахĕн хăйĕн темиçе пĕлтерĕш: 1)уйрăм кĕнеке, брошюра т. ыт. те., чăвашла кăларăм; 2)кĕнекесем кăларнин процесĕ, чăвашла кăларав. "Издательство" тенĕ чухне процесс пирки каланă. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:29, 16 Çурла уйăхĕн 2016 (UTC)