Контент патне куҫ

Сӳтсе явасси:Чукотка автономиллĕ тăрăхĕ

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

«Тăрăх» тесе вĕтĕ адм. пĕрчĕсем тĕлĕшпе (поселение) калама йышăннă. Шултра адм. пĕрчĕсене çав терминпах калама çук.

Ӑҫта «йышӑннӑ»? Эп, сӑмахран, унашкал саккун пуррине пӗлместӗп. Лексикологсемпе те тачӑ ҫыхӑну тытатӑп — вӗсен хушшинче те унашкал йышӑну ҫук. Анчах «тӑрӑх» тенипе тӗлли-паллисӗр усӑ курнипе питӗ хирӗҫ. Нимӗнле йӗркесӗр, унта та кунта усӑ курма хӑтланнинче ним аванни те ҫук. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 18:38, 5 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Сӑмах «сельское поселение» пирки пырать пулсан — ку чӑн та ҫапла. Анчах уйрӑмшар мар, «сельское поселение» сӑмах ҫаврӑнӑшне «ял тӑрӑхӗ» (городское поселение = хула тӑрӑхӗ) теме тахӑш термин комиссийӗнче йышӑннӑ пулнӑ. Анчах «поселение» = «тӑрӑх» тесе мар (ҫапла пулас). Халь, ҫӗнӗ реформӑсем иртнӗ хыҫҫӑн, ял тӑрӑхӗсем пӗтнӗ, ҫухалнӑ. Вӗсем вырӑнне «территори пайӗсем» (территориальный отдел) пулса тӑнӑ... Анчах халӑх, пӗрре хӑнӑхнӑ май, халь те «ял тӑрӑхӗ» тет (унччен малтан «ял совечӗ» теме хӑнӑхнӑ пек). Унсӑр пуҫне, ку реформа халь те вӗҫне ҫитмен пулас. Хӑшӗсен районсемех юлнӑ, теприсен — муниципаллӑ округсем. Аптрушки… Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 18:48, 5 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Чĕлхе комиссийĕн йышăнăвĕ.

Автономлӑ е Автономи

[кодне тӳрлет]

Раҫҫей ытти тӑрӑхӗсем ҫинчен статьясенче "автономи" ҫырнӑ. Ҫак статьяра ҫеҫ "автономлӑ". Ҫавна пул малалла ыйту, мӗнле тӗрӗсрех пулать? (пӗр стандарт кирлӗ вӗт) Max Tenche (сӳтсе явни) 17:31, 5 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Автономилле.Е автономиллĕ (кунта апла та каять).
Скворцов словарӗнче (2012): Автономиллӗ Чукотка округӗ. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 18:34, 5 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]