Сӳтсе явасси:Шын
Курӑнакан калӑплав
Чăвашла калаçакан водительсемпе калаçса илĕр-хе, тархасшăн. Шын е шинă теççĕ вĕсем. Статистика тĕпчевне тăвăр-ха, май пулсан. Viktor (сӳтсе явни) 16:57, 9 Чӳк уйăхĕн 2019 (UTC)
- Чăвашла калаçма пултаракан водительсем сайралансах пыраççĕ. Калаçаканнисем те — макаронизмсемпе. Вунă вырăсла сăмах çумне теплерен пĕр чăвашла сăмах хушаççĕ те — çакă вĕсен "чăвашла" клаçни пулать имĕш. Кунта ним те шутласа кăларман вĕт? "Хыпартан" илнĕ çăлкуç пур. Тĕрĕссипе эп мекĕçленсех "чăвашла" калама хăтланнине питех мар. Анчах та чăвашла Википедин хăйĕн политики çапла та — çавна тытса пыма тăрăшатăп. Шын е Шынă? Сас е Сасă? Кивĕ е Кив? Çак шайра тăракан япала çеç ку. Анчах та Шын вырăнне Шин теме чăваш çырулăхĕнче юрамасть. (Калăпăр, Çын вырăнне Çин теейместĕн вĕт?)--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:27, 9 Чӳк уйăхĕн 2019 (UTC)
- Эпĕ калаçура шинă тетĕп. Viktor (сӳтсе явни) 23:09, 9 Чӳк уйăхĕн 2019 (UTC)
- Эп калаçура покрышкă тетĕп. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 07:17, 10 Чӳк уйăхĕн 2019 (UTC)
- Электротехникăра шинă (шина) пур. Пур çын та ăнланмалла çырсан аванрах. Viktor (сӳтсе явни) 16:09, 10 Чӳк уйăхĕн 2019 (UTC)
- Электортехникăра та пур, медицинара та, ытти тĕлте. Пурне те ăнланмалла пултăр тесен, тытмалла статьяна та пĕтĕмпех вырăсла çырмалла.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:24, 10 Чӳк уйăхĕн 2019 (UTC)
- Электротехникăра шинă (шина) пур. Пур çын та ăнланмалла çырсан аванрах. Viktor (сӳтсе явни) 16:09, 10 Чӳк уйăхĕн 2019 (UTC)
Статьяна пуçланин сăлтавĕ
[кодне тӳрлет]"Хыпар" та куртăм та хайхи "шынлă урапа" тенине, "аха" терĕм, тавай, манса кайиччен, çакна кĕртсе ярас! --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:02, 10 Чӳк уйăхĕн 2019 (UTC)
- Унсăрăн шина пирки аса та илес çукчĕ.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:03, 10 Чӳк уйăхĕн 2019 (UTC)
- Пулать ун пекки манăн та. Вырăсла каласан, "Нам не дано предугадать как наше слово отзовётся". Тахçан тĕрĕсех мар çырнисене курсан хамах тӳрлететĕп.
Хыпарта та çынсемех ĕçлеççĕ. Йăнăшма та пултараççĕ. Чылай çĕре те кĕрсе кайсан лайăхрахчĕ. Тăван Атăл (вăл классика çеммипе пырать темелле) мĕн çырать? Viktor (сӳтсе явни) 21:25, 10 Чӳк уйăхĕн 2019 (UTC)