Сӳтсе явасси:Электромагнитла хире-хирĕç вăйăм

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ҫапла терминлама сӗнетӗп: «Электромагнитлӑ хире-хирӗҫле ҫыхӑну». Выр. взаимодействие «хире-хирĕç çыхăнни, пĕр-пĕринпе çыхăнни» куҫнине шута илнӗ май. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 11:34, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Сильное тата «слабое взаимодействие» валли «хире-хирӗҫле ҫыхӑну»-па усӑ курни термин чӑвашларах пулнӑ пек туйӑнать: Вӑйлӑ хире-хирӗҫле ҫыхӑну. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 11:44, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Математикăра тата физикăра унашкал «выляма» юрамасть. Пĕлтерĕш улшăнать те пачах урăх япала пулса тухать. Ытти наукăсенче çавах вăл. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:46, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Мана терминсем пирки вӗрентме кирлӗ мар ӗнтӗ. Эпӗ Дектяревпа тачӑ ҫыхӑнатӑп, ҫавна май термин «вылямалла» марри пирки лайӑх пӗлетӗп. Ҫавах та вырӑссем хыҫҫӑн каймалла мар пуль тетӗп. Май ҫитнӗ таран чӑвашла конструкцисемпе йӗркелемелле. Эсир чӑваш сӑмахӗсемпе ҫырнӑ вырӑс Википедине тумастпӑр-ҫке, чӑвашлине тӑватпӑр. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 12:04, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Физикăра вăй (сила) тата вăйăм (действие) — тĕрлĕ ăнлавсем. Пĕр япалах мар темелле. Çыхăну вăл татах темскер урăххи. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:07, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Вӑйӑм = усилие (влияние, авторитет). «Действие» мар. «Витӗм кӳни» тепӗр май. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 12:28, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Скворцовӑн словарьне пӑхрӑм: взаимодействие = пӗр-пӗрне пулӑшса (хире-хирӗҫ ҫыхӑнса, пӗрле) ӗҫлени. Антонимӗ «противодействие» = хирӗҫ тӑни, хирӗҫле ӗҫлени. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 12:36, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Аха, Скворцов чăвашла физика учебникĕ çырнă та унпа шкулсенче ачасене вĕрентнĕ имĕш. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:52, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]