Сӳтсе явасси:Явăл замокĕ (фильм)

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

«Замок» тени мĕншĕн çав тери хаклă вара? Пĕр енчен вырăсла аббревиатурăсенчен сехре хăпса тăрать, çав вăхăтрах «замок» тени пачах та хăратмасть. СССР тени начар та, замок вара çав тери лайăх имĕш. Тата ытти те. Çурта-кармана çăмаллăнах замок тесен, мĕншĕн çăрана та замок теес мар? Çурт-карман тенине пăрахăçласан, çăра тенине те çăмăллăнах пăрахăçлама пулать. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 04:14, 21 Чӳк уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]

Замок сăмаха эпĕ тахçанах карман пек çырнăччĕ. Анчах ун пирки калаçу пулнăччĕ таçта - халь ăçтине тупаяс çук. Çавăнпа та та замок çине куçартăмăр. Çав териех .... пулсан, замăк теме юрать. Ку термин вырăс чĕлхине поляксенчен килнĕ. Асилĕр, хут сăмаха миçе хутларăр. Каларăм этаж теме. Ç-у-у-к! Viktor (сӳтсе явни) 08:25, 21 Чӳк уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]

Карман — замок мар[кодне тӳрлет]

Карман — замок мар. Карман вăл — крепость. Замок тата крепость хушшиче уйрăмлăхсем пур. Крепость — çынсем пурăнмалли çурт мар. Замок вара — пуранмалли вырăн, унта пĕр килйыш (феодалăн е патшан) пурăнать. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:38, 21 Чӳк уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]

Çурт-карман