Контент патне куҫ

Сӳтсе явасси:Яраплан

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Яраплан

[кодне тӳрлет]

Вӗҫкӗҫ тӗрӗсрех мар-ши? Пушкӑрт тата тутар чӗлхисенче очкыч, чӑвашла куҫарсан вӗҫкӗҫ пулать. Кун пек тата ӑнланмалларах пулать, ярапланпа танлаштарсан ӗнтӗ. Artem Petrov CHV (сӳтсе явни) 15:45, 6 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Вĕçкĕç тесе нихçан та каламан. Каласан — авторла тап-таса неологизм пулать. Кирлех-ши? Яраплан мĕнрен начар? Асаттесем çапла каланă вĕт. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 09:05, 7 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Аэроплан мӗнле пулӗ?

[кодне тӳрлет]

Ман шутпа «самолет» хӑвармалла. Шел те, ни яропланӗ, ни вӗҫкӗҫӗ чӗлхене вырнаҫаймаҫҫӗ. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 05:54, 9 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Яроплан мар, яраплан. Чĕлхене вырнаçнă, çавăнпа çапла каланă. Вырнаçайман пулсан, каламан та пулĕччĕç. Пăхатпăр ытти чĕлхесене: акăлчанла Airplane (Эаплейн). Самолёт — варваризм. Сăмахран, унта чат чăваш самахĕсенче çук ё пур. Яраплан вăл гидроплан, экраноплан, параплан тата ытти çавнашкал сăмахсемпе юнашар тĕрать. Хăр тăлăх мар. https://chuvash.org/lib/haylav/3421.html --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 06:19, 9 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Эпӗ ҫакна пит аван ӑнланатӑп. «Ярапланпа» никам та усӑ курмасть. Эп ҫавӑн пирки. Калӑпӑр, «Чӑваш халах сайтӗнче» машина вырӑнне «урапа» усӑ курса пӑхрӑмӑр — халӑх йышӑнмасть. Ярапланпа та ҫавӑн пекех. Ҫавӑнпа та, «самолет», «вертолет» сӑмахсене тӗкӗнмесен те пуль тетӗп. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 06:28, 9 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Ну, калăпăр, çынсем «пушар страшнăй япала, ăна тушшич тумалла» теççĕ пулсан, çавна пирĕн саккуна кĕртмелле-и? --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 06:46, 9 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Таҫта та виҫеллӗ пулмалла. Пӗр крайноҫран тепӗр крайноҫа куҫмалла мар. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 07:52, 9 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Халь ятарласа пӑхрӑм та — пустуях куляннӑ иккен. Вырӑсла Аэропланӗпе Самолечӗ пӗр статьярах иккен. Анчах ҫавах ку тӗслӗх кӑтартса парать: тем тесен те пӗр термин ҫирӗпленет. Аэропланӗ кивӗ сӑмах шайне куҫнӑ. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 08:00, 9 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Николай Плотников эпӗ сана ӑнлантӑм, анчах ҫуррипе вырӑсла, ҫуррипе чӑвашла килте калаҫӑн, пире кунта пустуй вырӑслатни кирлӗ мар. Artem Petrov CHV (сӳтсе явни) 14:26, 9 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Аргумент ҫук-тӑк… эп ҫурма чӑвашла ҫурма вырӑсла калаҫап иккен, чӑваш халӑхне вырӑслатассишӗн тӑрӑшатӑп. Тавах. Юрӗ эсир пур... Эпӗ чӑваш халӑхне вырӑслатасран сыхлатӑр... Википедипе пурте усӑ курнӑ пулсан эпӗ пӗр сӑмах та чӗнмен пулӑттӑм. Шел те ку апла мар. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 16:46, 9 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]